22 февраля 2013 г.
Россия Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерстви 2013 çулта тĕрлĕ институтсене вĕренме кĕме йыхравлать. Кăçал Раççей шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕнче «Правоохранительная деятельность» специальноçпа 2 çыннăн пĕлÿ илме пулать. Унта пилĕк çул вĕренмелле. Хусанти юридици институтĕнче те (2 направлени) 5 çул вĕренсе çак специальноçа алла илме май пур.
Шалти ĕçсен министерствин шалти ĕçсен çар службине те пултаруллă, вĕреннĕ çынсем кирлĕ. Ку тĕлĕшпе Санкт-Петербург, Саратов, Новосибирск тата Пермь хулисенчи çар институчĕсемпе çыхăну пур. Пурнăçа право органĕсемпе çыхăнтарас тесе шутлакансене, ĕмĕтленекенсене, кăçал 11-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсене районти шалти ĕçсен пайĕн кадрсен пайне пырса ыйтма е 5-10-95 телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр.
Аслă пĕлÿ илĕр те хамăр районах килме тăрăшăр.
Источник: "Каçал Ен"