22 февраля 2013 г.
Çĕнĕ профессие вĕренни хăш-пĕр çынна çĕнĕ пурнăç пуçласа яма пулăшать. Акă, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕç шыракансене тĕрлĕрен специальноçсем алла илме тăтăшах пулăшать.
2013 çул пуçланнăранпа эпир ĕçсĕр 25 çынна професси илме май туса патăмăр, вĕсенчен пĕри — килте ача пăхакан амăшĕ. Ĕçсĕррисем центр урлă кĕске вăхăтра маникюрша, тракторист-машинист, котельнăй операторĕ, «Д» категориллĕ водитель, сутуçă-кассир тата ытти специальноçсене алла илчĕç.
Сăмах май, патшалăх кăçал республика бюджетĕнчен çак тĕллевпе 318 900 тенкĕ укçа уйăрнă. Вĕренсе професси алла илес текенсене маларах çырăнма килме ыйтатпăр.
Источник: "Каçал Ен"