22 февраля 2013 г.
Иртнĕ кунсенче Российăра гражданла авиацине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине уявларĕç. Çак службăн ĕçĕ-хĕлĕ те тĕрлĕ енлĕ: нушана лекнĕ çынсем патне пулăшу вăхăтра çитермелле, пассажирсене тĕрлĕ вырăнсене турттармалла, ял хуçалăхĕнче хирсене им-çам сапмалла тата ытти те.
Гражданла авиацинче тăрăшакансем хушшинче пирĕн ентешсем те пулнă, паян та пур. Вĕсенчен пĕри – Владимир Салмин.
Вăл Хурнай ялĕнче 1949 çулта кун çути курнă. Шкулта пĕлÿ пухнă вăхăтрах летчик пулас ĕмĕт çуралнă. Комсомоль-ски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан тĕллевне пурнăçа кĕртсе Оренбург облаçĕнчи Бугуруслан хулинчи летчиксем хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕнĕ.
Владимир Васильевич 1971 çулта алла диплом илнĕ хыççăн республикăн тĕп хулинче авиапредприятире летчикра тăрăшнă. Каярахпа вара ентешĕмĕр ТУ-134 самолет çинче экипаж командирĕнче те нумай çул тимленĕ. Мускава, Сочине тата ытти хуласене те самолетпа çынсене турттарнă.
«Ĕçне кура — хисепĕ», теççĕ халăхра. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн В.В.Салмин летчик темиçе хутчен те патшалăх наградисене илме тивĕçнĕ.
Шел пулин те, паянхи кун Владимир Васильевич пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Апла пулсан та унăн ячĕ тăванĕсен, юлташĕсен чĕрисенче ĕмĕрех упранĕ.
Источник: "Каçал Ен"