22 февраля 2013 г.
Нарăсăн 15-мĕшĕ пирĕн çĕр-шывра — паллă кун. Шăп çирĕм тăватă çул каялла çак хĕллехи кун пирĕн Совет Çарĕсем кÿршĕллĕ Афган çĕрĕнчен таврăнма пуçланă. Унта вĕсем вунă çула яхăн хăйсен интернационалла тивĕçне пурнăçланă. Нумай нуша тÿснĕ, нумай юн тăкнă çак вăрçăра çамрăк совет салтакĕсем. Пирĕн Каçал тăрăхĕнчен Афганистана хĕсмете кайнă яшсенчен те пиллĕкĕшĕ çапăçу хирĕнче пуçне хунă.
Çак савăнăçлă та çавăнпа пĕрлех хурлăхлă куна асăнса Хырхĕрри тĕп шкулĕнче асăну кунĕ иртрĕ. Маларах истори учителĕ Г.Белкова ертсе пынипе ачасем Афган вăрçин ялти ветеранĕсем çинчен ыйтса пĕлсе тĕпчерĕç. Çывăх çыннисемпе калаçса сăн ÿкерчĕкĕсене пуçтарчĕç те стенд хатĕрлерĕç. Çак ĕçре уйрăмах çиччĕмĕш класра вĕренекен Снежана Кузнецова тăрăшуллă пулчĕ.
Асăну кунне В.Лепешкина аслă вожатăй уçрĕ, вăлах йĕркелесе ертсе пычĕ. Чăн малтан ачасене Афган вăрçин историйĕпе паллаштарчĕ. Шкула килнĕ сумлă хăнасемпе — Комсомольски районĕнчи афганецсен союзĕн ертÿçи В.Н.Гаврилов тата унăн юлташĕсем М.А.Киргизов, И.В.Мамуткин, В.В.Самаркин — çав вутлă кунсем çинчен каласа пачĕç. Алла гитара тытса афган юррисене шăрантарчĕç. Кашниех хăйĕн асĕнче юлнă самантсем çинче чарăнса тăчĕ, ачасен ыйтăвĕсене тарăн хуравсем пачĕ. Шкул ачисем те, вĕрентекенсем те тимлесе итлерĕç ветерансене.
Ачасем сăвăсем каларĕç. «Асамлă алăсем» кружока çÿрекен хĕр ачасем ветерансене асăнмалăх хăйсем эрешленĕ сăмса тутрисене парнелерĕç.
Источник: "Каçал Ен"