22 февраля 2013 г.
Тĕлĕнмелле пуян чун-чĕреллĕ çынсемпе тĕл пулма килет пурнăçра. Мĕн тери маттур та пултаруллă вĕсем. Шаннă ĕçе вăхăтра та тивĕçлĕ пурнăçлаççĕ, çав вăхăтрах ыттисене пулăшса пыма май тупаççĕ. «Туслă коллективра ĕç кал-кал пырать» тесе ваттисем ахальтен каламан.
Акă, районти 41-мĕш номерлĕ аптекăра чăннипех те хăйсен ĕçне чунтан юратакан çынсем тăрăшнине ÿсĕмсем çирĕплетеççĕ. Ĕçченсене пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе наградăланă, тĕрлĕ конкурс çĕнтерÿçисем те вĕсемех. «Опытлă фармацевтсем тăрăшаççĕ аптекăра», — теççĕ вĕсем пирки халăхра. Ĕçченсен тăрăшулăхĕ нумай чухне тилхепене епле тытса пынинчен, ертÿçĕрен килет. 21 çул коллектива Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Людмила Викторовна Васильева ертсе пырать. Хусанти Патшалăх медицина институтĕнче пĕлÿ пухнă çамрăк, аптекăна провизора вырнаçнăранпах çак тытăмра тăрăшать. «Кунти ĕçе вăл хăйĕн пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет», — теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Аптека кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашас тесе Людмила Викторовнăпа тĕл пултăм.
— Ĕçре чăннипех палăрнăшăн, ÿсĕмсемшĕн Сире пĕлтĕр «ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята парса чысларĕç. Ăнăçлă ĕçлесси мĕнрен килет-ха?
— Ĕçе юратни, тăрăшни нихăçан та сая каймасть. Яланах пур ыйтăва та тулли кăмăлпа пурнăçлас тĕллевпе ĕçлетĕп. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе тăрăшакан коллективра пушшех те ĕçлеме çăмăлрах. Хисеплĕ ята эпĕ çеç мар, пĕтĕм коллектив тивĕçнĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесессĕн пур ĕçе те яланах пĕрле пурнăçлатпăр. Вĕсен тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Пысăк çитĕнĕве пĕччен тума çук, вăл йышпа пурнăçланакан япала.
— Уйрăмах камсене палăртнă пулăттăр?
— Аптекăра вăй хуракан ушкăн çамрăк мар, чылай çул пĕрле ĕçлетпĕр. Уйрăмах куллен пулăшса пыракан ĕçтеш, манăн «сылтăм алă», Зоя Степановна Чернова чăннипех те тăрăшуллă. Район центрĕнче В.М. Райкова, В.М.Сергеева, Г.Е.Матроскина, А.Н.Ильина, И.Ю.Филиппова, Р.М.Зайцева, тĕрлĕ ялсенчи пунктсенче ĕçлекен И.В. Павлова, И.А.Козлова, И.М.Рябчикова, Г.П.Кириллова, О.А.Губанова фармацевтсем ĕçре яланах маттур. В.И.Антонов водитель чылайранпа çакăнта тăрăшать. Коллектива кăштах çамрăклатсан аван пулĕччĕ. Алевтина Еремеева çамрăк фармацевт ĕçĕпе питĕ кăмăллă эпир.
— Фармацевт ĕçне мĕнле хаклатăр?
— Паянхи кун çĕнĕрен-çĕнĕ аптекăсем уçăлнăран фармацевтсен хăйсен ĕç вырăнне çăмăллăнах тупма май пур. Ĕç рынокĕнче чи кирлĕ профессисенчен пĕри тесе шутлатăп. Специальноçа суйласа илнипе пĕрлех вара çакăнта тарăн пĕлÿллĕ пулни те кирлех. Мĕншĕн тесен пин-пин тĕрлĕ эмелпе, медицинăра усă куракан япаласемпе ятарлă косметикăпа ĕçлемелле. Сертификатсене тĕплĕн тĕрĕслемелле. Ун хыççăн çеç сутлăха ямалла. Яваплă вырăнта çăмăлттай шухăшлисем валли вырăн çук.
— Ял çыннисен ыйтăвне тивĕçтерме мĕнлерех ĕçсем пурнăçлатăр?
— 2010—2011 çулсенче аптекăна тĕпрен юсаса çĕнетме май килчĕ. Халăха меллĕрех пултăр тесе çĕнĕ суту-илÿ оборудованийĕсем, витринăсем лартрăмăр, сĕтел-пукансене улăштарнă. Халĕ фармацевтсем виçĕ кассăра çынсене йышăнаççĕ. Кун пек меллĕрех те, хăвăртрах та, черет кĕтмелле мар. Кирлĕ эмелсемпе яланах вăхăтра тивĕçтерме тăрăшатпăр. Заказ парсан кĕске вăхăтра кÿрсе килетпĕр.
— Людмила Викторовна, ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсенче эмелсемпе ти-вĕçтересси еплерех-ши тата?
— Ялти медицина фельдшерĕсемпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Вĕсене эмелсем сутма ятарлă лицензисемпе тивĕçтернĕ. Çавна май ял çыннисем пунктсенче куллен кирлĕ эмелсемпе, медицинăра кирлĕ япаласене туянма пултараççĕ. Çакă, ялта пурăнакансемшĕн, уйрăмах меллĕ.
— Таварсен ассортименчĕ пуян. Çакна йĕркелесе пыма мĕнлерех май тупатăр?
— Пурнăç уттинчен юласшăн мар эпир. Аптекăна çÿрекенсен ыйтăвне туллин тивĕçтерес килет. Кунта эмелсемпе медицинăра усă куракан япаласем çеç сутмастпăр. Çавăн пекех ача-пăча валли кăларакан продукцин, тĕрлĕ диагностика приборĕсен, оптика, «Dоliva» косметика ассортименчĕ пуян. Куçлăх туянас текенсене Елена Петровна Галкина яланах сĕнÿ-канашпа пулăшма хатĕр. Эпир оптика япалисене çынсен кăмăлне тивĕçтермелле ятарлă заказпа илсе килетпĕр.
Аптекăна килекен çын эмел илме çеç мар — медицинăра куллен усă куракан япала туянма килтĕр тесе тăрăшатпăр.
— Апла пулсассăн, малашнехи ĕçре сире ăнăçу сунатпăр.
Источник: "Каçал Ен"