28 марта 2015 г.
Мартăн 16-мĕшĕнче Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, "Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер" профилактика мероприятийĕ пуçланчĕ.
Вăл мартăн 27-мĕшĕччен тăсăлчĕ. Иккĕмĕш тапхăр вара ноябрĕн 27-мĕшĕччен пырĕ. Асăннă акци Чăваш Енре саккăрмĕш хут иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - наркопритонсене тупса палăртасси, наркотик хутăшĕллĕ япаласене сарассине чарасси, çивĕч ыйтăва татса парассинче халăха явăçтарасси, пĕлтересси. Акци вăхăтĕнче наркотике ăçта сутнине пĕлтерме çеç мар, наркотикпе айкашакансене сиплемелли, реабилитацилемелли пирки специалистсенчен те канаш илме пулать. Çынсен наркотике хирĕç кĕрешес ĕçре хăйсен сĕнĕвĕсене те пама юрать. Наркотикпе çыхăннă кирек мĕнле хыпара та шанăç телефонĕпе 8(8352) 23-01-00 шăнкăравласа пĕлтермелле. Шăнкăравлаканăн ятне, хушаматне каламасассăн те юрать.
Источник: "Каçал Ен"