28 марта 2015 г.
Кашни çулах Чăваш Енре мартăн 20-мĕшĕпе апрелĕн 20-мĕшĕччен "Салтак тỹми" уйăхлăх ирттереççĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли куна халаллаççĕ. Шăпах 1882 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче нимĕç микробиологĕ Робер Кох туберкулез чирне пуçарса яракан микроба тупни çинчен пĕлтернĕ. 1982 çулта, докладпа паллаштарнă хыççăн шăп та лăп 100 çул иртсен, мартăн 24-мĕшне - туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе, унăн эмблеми - салтак тỹми тесе палăртнă. Уйăхлăха çынсене чир пирки туллин каласа парас, вăхăтра тĕрĕсленме, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Акци вăхăтĕнче республикăра, районта та нумай мероприяти йĕркелеме палăртнă. Сăмахран, акци вăхăтĕнче республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен сывлăх учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕ иртет. Мартăн 28-мĕшĕнче, апрелĕн 4,11,18-мĕшĕсенче Шупашкар хулинче (Пирогов урамĕ, 4-мĕш çурт, "В" корпус), апрелĕн 11-мĕшĕнче Канашра (Люксембург урамĕ, 29-мĕш çурт), Çĕнĕ Шупашкарта (Силикатная урам, 6-мĕш çурт) кăмăл пуррисене йышăнаççĕ. Çавăн пекех уйăхлăх вăхăтĕнче Шупашкарти туберкулез чирне хирĕç кĕрешекен диспансерта, районти тĕп больницăра кашнине флюорографи тăваççĕ, фтизиатр-тухтăр тата ытти специалистсем сĕнỹ-канаш параççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон - 8(8352) 58-21-30
Источник: "Каçал Ен"