АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пыл хурчĕсем ĕçлеме пуçлас умĕн

28 марта 2015 г.

 Паян районти ял хуçалăх предприятийĕсем, кооперативсем, хресчен, фермер хуçалăхĕсем, ялсенчи уйрăм çынсем виçĕ пин ытла хурт çемйи тытаççĕ. Хурт-хăмăр ăстисене вĕлле хурчĕсене ĕрчетме пулăшас, вĕсене тĕрлĕ чир-чĕртен хỹтĕлессине вăйлатас тĕллевпе çулсеренех март уйăхĕнче ятарлă канашлу иртет. Кăçал вăл мартăн 19-мĕшĕнче пулчĕ. Утарсенче вăй хуракансем, ытти хурт-хăмăрçăсем район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне йышлăн пуçтарăнчĕç.

Семинар-канашлура малтанах районти хурт-хăмăр енĕпе ĕçлекен зоотехник М.Г.Пильщикова тухса калаçрĕ. Вăл хăйĕн докладĕнче хурт-хăмăр çемйисем мĕнлерех хĕл каçни пирки чарăнса тăчĕ, çуркуннехи-çуллахи ĕçсене палăртрĕ, хуртсемпе ĕçлессине лайăхлатмалли утăмсене уçса пачĕ.

Яланхиллех семинар-канашлу ĕçне республикăри хурт-хăмăр агентствин генеральнăй директорĕ Г.А.Максимов та хутшăнчĕ. Нумай ыйту хускатрĕ республика представителĕ. Унăн хурт-хăмăрпа çыхăннă калаçăвне залра ларакансем тимлесе итлерĕç. Çавăнпах та пулĕ ыйтусем те сахалах пулмарĕç. Сăмахран, хурт-хăмăр ăстисем пыл хурчĕсен чирĕсем тата çав чирсемпе кĕрешесси, хурт çемйисем час-часах уйрăлса тухса кайни пирки ытларах пĕлесшĕн пулчĕç. Вĕсене налук ыйтăвĕ те хумхантарчĕ.

Тухса калаçакансем те канашлу ĕçне чылай анлăлатрĕç. Хурт-хăмăрçăсем ветеринари специалисчĕсемпе тачăрах çыхăну тытмалли пирки те ĕçлĕ сĕнỹсем пачĕç.

Иртнĕ çулхи кăтартусемпе "Восток" кооператив утарĕ пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Ун ĕçне А.Н.Львов йĕркелесе пырать. Кунта кашни хурт çемйи вăтамран 40 килограмм сутлăх пыл панă. М.Пильщикова хăйĕн докладĕнче хурт-хăмăр ĕрчетекен уйрăм предпринимательсен ĕçне те аса илсе хăварчĕ. Сăмахран, Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан А.П.Степанов вăрманти утарĕнче 100 ытла вĕлле тытать. Тăрăшать, ытти хурт-хăмăрçăсене яланах пулăшма хатĕр. Ахальтен мар иртнĕ çул ун утарĕнче пыл хурчĕсемпе ĕçлекенсен семинар-канашлăвĕ те иртрĕ. Ĕçри кăтартăвĕсем те япăх мар - кашни вĕллерен 50-шар килограмм сутлăх пыл юхтарса илет. Александровкăри А.В. Грачев хуртсемпе ĕçлекен фермер хуçалăхне туса хунăранпа виçĕ çул кăна-ха. Апла пулсан та утарта пурнăç ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерекен йĕрке туса хунă. Юлашки икĕ çулта Александр Викторович кашни вĕлле пуçне вăтамран 50 килограмм ытла сутлăх пыл илет.

Канашлу хăйĕн ĕçне савăнăçлă самантпа вĕçлерĕ. А.Н. Львовпа А.В.Грачев республикăри хурт-хăмăр агентствин грамотине тата хаклă парнене тивĕçрĕç.

В.ГАВРИЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика