22 февраля 2013 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ пирки мĕн шухăшланине тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсенчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
Михаил Афанасьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ:
Михаил Игнатьев республикăшăн тăрăшни уççăнах курăнать. Вăл Çырура палăртнă ĕçсене пурнăçласан чăваш çĕр-шывĕ малалла тата та пысăк утăмсем тăвĕ.
Республика Пуçлăхĕ сăмахне кашни çыннăн хăйĕн ĕç вырăнĕнче тăрăшса ĕçлемелли çинчен каланипе пуçларĕ, эпир лайăх ĕçлесен республика, унăн экономики сулмаклă утăмсемпе малалла каяссине пĕлтернипе вĕçлерĕ. Вăл Çырăвĕнче тепĕр хут çакна çирĕплетрĕ: республикăн ÿсĕмĕн тĕп çăл куçĕ чăннипех те этем факторĕнче.
Малашне вĕренÿ заведенийĕсенче табак туртакан учительсем тата тренерсем пулма юраманни çинчен те Михаил Васильевич тĕрĕс сăмах хускатрĕ. Вĕрентекен хăй малтан ырă тĕслĕх пулмаллине хăшĕ-пĕрисем маннă та ĕнтĕ.
Геннадий Ракчеев, Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн пуçлăхĕ:
Эпĕ уйрăмах бюджет эффективлăхне, инвестицисене явăçтарассине, хевтесĕр çынсене пулăшассине тата ытти çинчен каланине тимлĕн итлерĕм. Пурнăç условийĕсем лайăхланса пынине пурте куратпăр. Акă, шутлама пултарнă-ши темиçе çул каялла районта физкультурăпа спорт комплексĕ пулассине;
Пĕр япала кăна килĕшмерĕ: республика Пуçлăхĕ Çырăвĕпе халăх умне чăвашла тухса калаçсан кăмăллăрах пулнă пулĕччĕ.
Ольга Андреева, Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕ:
Республика Пуçлăхĕ асăннă цифрăсем хавхалану кÿреççĕ. Ялта пурăннă май, çĕр ыйтăвĕ тавра ыйту тăратни килĕшрĕ: малашне унăн кашни гектарĕпе тĕллевлĕ усă курманнисенчен çирĕп ыйтма пуçланине ырлатăп. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас, ăна пропагандăлас енĕпе ырă улшăнусем кĕртме палăртнишĕн те савăнатăп.
Николай Райков, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ:
Çамрăксене эрех-сăраран пистерес тесе профилактикăлла мероприятисем кирлине те аса илтерчĕ республика Пуçлăхĕ. Халăх ĕçке ернине пытарма кирлĕ мар, ун çинчен водительсем руль умне ÿсĕрле ларнă тĕслĕхсем те çирĕплетеççĕ. Эрех-сăра ĕçесси пирĕн халăх йăлипе пачах та килĕшсе тăмасть.
Источник: "Каçал Ен"