АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ йыхăрать

22 февраля 2013 г.

 

Районта йĕлтĕрпе ярăнса хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетекен пенсионерсем чылайăн. Вĕсем çанталăк лайăх чухне час-часах вăрмана е «Кĕтне» спорткомплексăн стадионне çÿреççĕ. Шăпах йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансем валли февралĕн 23-мĕшĕнче Комсомольски райпотребсоюзĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртет. Вăл 10 сехет те 30 минутра пуçланать. Ар çынсем 4 ушкăнпа ăмăртĕç: 55—59, 60—64, 65—69 çултисем тата 70-тен иртнисем. Хĕрарăмсем 3 ушкăнра пултарулăхне кăтартĕç: 55—59, 60—64 тата 65—69 çултисем. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем кĕтеççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика