22 февраля 2013 г.
Февралĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче предпринимательсен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма лайăх условисем туса хумалли мерăсем çинчен» Указа алă пуснă.
Предпринимательлĕх ĕçне пурнăçлакансен прависемпе саккунлă интересĕсене хÿтĕлекен гарантисене вăйлатас, влаç органĕсем енчен сăлтавланман çăхавсене хăвăрт, пĕр чăрмавсăр тата уççăн пăхса тухассине тивĕçтерес тĕллевпе Указпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен Уполномоченнăй институтне туса хураççĕ. Унăн право статусне Чăваш Республикин саккунĕпе палăртаççĕ.
Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарма пĕлтерĕшлĕ тÿпе хывнăшăн предпринимательсене хавхалантарас тата ят-сумне çĕклес тĕллевпе Чăваш Республикинче «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ предпринимателĕ» хисеплĕ ят çирĕплетеççĕ. ЧР Министрсен Кабинетне Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи патшалăх наградисем çинчен» саккунне кĕртмешкĕн тивĕçтерекен улшăнусем хатĕрлеме хушнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ЧР Инвестици декларацине хатĕрлемелле. Çак декларацие предприниматель тата инвестици ĕç-хĕлĕн субъекчĕсем хăйсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлемешкĕн Чăваш Енĕн патшалăх влаçĕн органĕсемпе килĕштерсе ĕçлемелли принципсем туса хураççĕ.
Çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинетне инвестицин лайăх лару-тăрăвне туса хума Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕл стандарчĕн «çул карттине» туса хума тата çирĕплетме хушать.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне пурнăçа кĕртни ĕçлĕ пĕрлĕхпе çыхăнăва çирĕплетме тата аталантарма пулăшать, республика экономикине хушма инвестицисене явăçтарма, çĕнĕ производство, пысăк шалуллă ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме Чăваш Енре пурăнакансен пурнăçне лайăхлатма май парать.
Источник: "Каçал Ен"