АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Каçал енпе" туслашăр

28 марта 2015 г.

 Этем чун апачĕсĕр пурăнаймасть. Ачаран вулама хăнăхнă çын çак туртăмпа ĕмĕр тăршшĕпе те уйрăлмасть. Хаçат-журналтан куллен çĕнĕ хыпарсем пĕлекенĕн тавракурăмĕ те анлăланать, пурнăçпа та тан утать.

Акă, "Каçал ене" çырăнакансем те районти хыпарсене, ăçта мĕн пулса иртнине вăхăтра пĕлсе тăраççĕ. Хаçат район аталанăвне хăйĕн тỹпине хывма тăрăшать, райадминистрацин, депутатсен Пухăвĕн ĕçĕ-хĕлне анлă çутатать. Социаллă-экономикăллă ыйтусене çутатассине пысăк вырăна хурать. Наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе районта мĕнле ĕçленипе паллаштарасси те - тĕп ыйтусенчен пĕри. Çавăн пекех районти чи пултаруллă та ĕçчен çынсем çинчен те журналистсем нумай çыраççĕ.

Февраль-март уйăхĕсенче периодика кăларăмĕсене июль-декабрьте илсе тăма 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулăн хакĕсемпе çырăнтарчĕç. Çав хушăра райхаçата 568-ăн йỹнĕрех хакпа çырăнма ĕлкĕрчĕç.

Апрелĕн 1-мĕшĕнчен вара 2015 çулăн 2-мĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал çырăнмалли кампанин тĕп тапхăрĕ пуçланать. Районта пурăнакансен пысăк йышĕ çак тапхăрта "Каçал енпе" туслă юласса, вулакансем çумне çĕннисем те хутшăнасса шанас килет. Çырăнтару хакĕ кăштах ỹсни сире юратнă кăларăмран сивĕтмĕ тесе шутлатпăр. 6 уйăхра хаçатăн 53 номерĕ тухать. Апла тăк унăн пĕр номерĕ почта урлă çырăнакансемшĕн 7,13 тенкĕ кăна тăрĕ. Ăна кăларма редакции ĕçченĕсен мĕн чухлĕ вăй хума тивнине шутласан вара ку нумаях та мар. Тỹрех 377,52 тенкĕ кăларса хума йывăртарах пулсан пĕрер, виçшер уйăхлăха та çырăнма пулать. Район центрĕнче пурăнакансем, ялсенчен Комсомольскине куллен ĕçе çỹрекенсем вара е редакцирен, е "Чăвашпичет" киоскĕнчен илсе тăма пултараççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи çырăнтару пĕтĕмлетĕвĕсене пăхсан, Комсомольски (630), Çĕнĕ Мăрат (280) тата Александровка (208) почта уйрăмĕсем "Каçал ене" çырăнтарассипе аван ĕçлени курăнать. Шурут, Аслă Çĕрпỹел, Хирти Сĕнтĕр, Анат Тимĕрчкасси, Асанкасси, Чĕчкен тăрăхĕсенче пурăнакансемпе унти почтальонсем те хастар.

Пурте мар пулин те, ял поселенийĕсем, шкулсемпе библиотекăсем, культура çурчĕсем те район хаçачĕпе туслă. Ытти организацисем те кăçалхи иккĕмĕш çур çулта активлăрах пуласса шанас килет.

"Каçал ен" хаçата çырăнăр, вулăр, пурнăç уттинчен ан юлăр!

Л.Шуряшкина.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика