28 марта 2015 г.
Ĕнер, мартăн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.С.Иванов районта ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Чи малтанах Александр Иванов район администрацийĕн пуçлăхĕпе Михаил Афанасьевпа, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕпе Петр Красновпа тата "Каçал ен" район хаçачĕн тĕп редакторĕпе Любовь Шуряшкинăпа тĕл пулчĕ. Унтан Александр Степанович район хаçачĕн редакцине çитсе курчĕ, коллективпа тĕл пулса калаçрĕ. Сăмах çырăнтару, отрасльти тĕп ыйтусем тавра пычĕ. Министр хаçат редакцийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллине, 2014 çулта редакци хăй ĕçлесе илнĕ тупăш 63 процентпа танлашни питĕ лайăх кăтарту пулнине палăртрĕ. Райхаçатра кун çути куракан материалсем тулли, пуян содержаниллĕ пулнине каларĕ, коллектива малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ.
Çавăн пекех Александр Иванов райхаçата интервью пачĕ, унпа вулакансене хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"