25 марта 2015 г.
Районта çуракине хатĕрленес ĕç кунсерен вăй илет. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем çак кунсенче çине тăрсах паха вăрлăх хатĕрлеççĕ, çунтармалли-сĕрмелли материал турттараççĕ, удобрени хываççĕ. Механизаторсем автомашинăсене, тракторсене тата акмалли, сỹремелли, лартмалли ытти техникăна юсаса уя тухма хатĕрлеççĕ. Пур çĕрте те ĕç кал-кал пырать.
- Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем палăртнине вăхăтра пурнăçлас тĕллевпе тăрăшаççĕ. Акă, "Рассвет" ЯХПК ĕçченĕсем мартăн 19-мĕшĕнче пуçласа кĕрхи культурăсене апатлантарма тухрĕç. Паянхи куна вĕсем 130 гектар кĕрхи тулă уйĕнче ĕçе пурнăçланă. "Сюрбеево" ООО - 140 гектар, "Труд" - 220 гектар, "Дружба" ял хуçалăх кооперативĕ 130 гектар çинчи калчана апатлантарнă. Пĕтĕмĕшле районĕпе 620 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Вăрлăх çителĕклĕ, 83 проценчĕ - кондициллĕ, акана тухиччен пур вăрлăха та кондицие çитерме палăртнă. Темиçе хуçалăх хăйсене кирлĕ чухлĕ элита вăрлăх та туяннă. Мартăн 24-мĕшĕ тĕлне 1428 тонна удобрени кỹрсе килнĕ, çакă палăртнин 72 проценчĕ чухлĕ. Акана тухма техника çитет, механизаторсем вара сахалрах, - пĕлтерчĕ лару-тăрупа паллаштарса район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.
Вăрлăхсене вăхăтра аксан, апатлантарсан, çăвĕпех тĕрлĕ сăтăрçăсенчен тимлĕ пăхса тăрсассăн тата çанталăк аван пулсан кĕркунне пысăк тухăçпа савăнасси куç кĕретех. Çакна шута илсе пурин те ĕçе кỹлĕнмелле.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"