21 марта 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă çырăвĕнче массăллă спорта аталантарассине, сывă пурнăç йĕркипе пурăнассине, патриотизмла воспитани ыйтăвĕсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрчĕ. 2014 çултан пуçласа республикăра кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕ иртни, спортпа туслашас текен кашни çын ун чухне спорт объекчĕсене тỹлевсĕр кĕме пултарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахальтен мар спортпа туслă çынсен йышĕ ỹсет. Чылай спорт объектне "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн социаллă проектне пурнăçланă май хута янă. Сăмахран, пĕлтĕр республикăра асăннă партин ятарлă проекчĕпе килĕшỹллĕн ялсенчи вĕренỹ учрежденийĕсенче физкультура занятийĕсем иртекен 42 спортзала юсанă. Ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпе 35 млн тенкĕ уйăрнă.
Районти ĕç-хĕлпе район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова паллаштарчĕ:
- "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин ятарлă проекчĕпе килĕшỹллĕн 2014 çулта Шурут тата Нĕркеç вăтам шкулĕсенчи спортзалсене тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Кашни объекта юсама 820 пин тенкĕ, тĕрлĕ спорт инвентарĕ туянма 19 пиншер тенкĕ уйăрнă. Спортзалсен çивиттисене, чỹречисене, алăкĕсене çĕннисемпе улăштарнă, маччасене армстронг технологи-йĕпе тунă. Унпа пĕрлех Нĕркеç вăтам шкул территорийĕнче хоккей площадки туса лартма пултарнă. Çакна пĕтĕмĕпех шкул ачисене спортпа туслашма майсем çителĕклĕ пулччăр тесе пурнăçланă. Вĕренекенсене спорт енчен аталанма условисем çителĕклех. Вĕсем волейбол, çăмăл атлетика секцийĕсене кăмăлласах çỹреççĕ, республика, район шайĕнчи ăмăртусенче палăраççĕ. Спортзалсенче тăтăшах тĕрлĕ турнирсем, ăмăртусем йĕркеленине те палăртса хăвармалла. Проект кăçал та вăйра. Çавна май 2015 çулта Асанкасси вăтам тата Хырхĕрри тĕп шкулĕсен спортзалĕсене тĕпрен юсаса çĕнетмелле, тĕрлĕ спорт инвентарĕ туянмалла. Шкул ачисем спортзалсенче сывлăхне çирĕплетеççĕ, тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, "Ĕçлевпе хỹтĕлеве хатĕр" норматива пама хатĕрленеççĕ. Районти кашни шкулах çак проектпа килĕшỹллĕн юсаса çĕнетесчĕ.
Пĕлтĕр юсанă спортзалсенче хăтлă та илемлĕ, физкультура занятийĕсем йĕркелеме пĕтĕм услови çителĕклĕ. Çакна вырăна - Нĕркеç тата Шурут вăтам шкулĕсене - çитсе куртăм. Унта тăрăшакан педагогсемпе, вĕренекенсемпе тĕл пултăм. Юсавпа кăмăллă-ши вĕсем?
- Пĕлтĕр спортзала тĕпрен юсама май килнĕшĕн чунтан савăнтăм. Сахал мар укçа-тенкĕ уйăрчĕç. Уншăн, паллах, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партине тав тăватăп. Чỹречесем, çивитти кивелсех çитнĕччĕ, стенасем тирпейсĕрччĕ, спорт инвентарĕ çителĕксĕрччĕ. Халĕ вара кунта занятисем йĕркелеме те кăмăллă, хăтлă та таса. 19 пин тенкĕлĕх мечĕксем, йĕлтĕрсем, патаксем туянтăмăр. Çĕннисемпе выляма та, ярăнма та кăмăллă, - пĕлтерчĕ Нĕркеç вăтам шкулĕн физкультура учителĕ Оксана Кошкина.
"Мĕн ачаранпах спортпа туслă эпĕ. Хоккейла выляма, çуран чупма кăмăллатăп. Çитĕнỹсем те пур. Районти ăмăртусенче палăрнипе пĕрлех, пĕлтĕр "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарта йĕркеленĕ ăмăртура призерсен йышне кĕтĕм. Шкул спортзалĕнчен ача-пăча нихăçан та татăлмасть, халĕ вара пушшех те. Тăхтав вăхăтĕнче те кунта васкатпăр, сикетпĕр, вылятпăр", - хушса хучĕ 11-мĕш класс вĕренекенĕ Гриша Плеткин.
"2014 çулта ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви "Ялсенчи спортзалсене юсасси" парти проектне пурнăçа кĕртсе спортзала юсани шкулăн 175 çулхи юбилейĕ тĕлне чăн-чăн парне пулчĕ. 820 пин тенкĕпе нумай ĕç пурнăçларăмăр. Зала тĕпрен çĕнетрĕмĕр, халĕ кунта кĕрсе тухма, физкультура урокĕсем ирттерме çав тери кăмăллă. Пушă вăхăтра, уроксем хыççăн ачасем те, педагогсем те тỹрех спортзала васкаççĕ. Спорт инвентарĕ пурин валли те çителĕклĕ пулни савăнтарать", - пĕлтерчĕ пулăшушăн тав туса Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Николай Андреев.
Вĕсемпе тĕл пулнă хыççăн акă мĕн калас килет: юлташăрсене, ĕçтешĕрсене физкультурăпа туслаштарăр! Ăçта спорт, унта савăнăçпа хастарлăх хуçаланать, питсенче ăшă кулă çиçет.
А.ЕФРЕМОВА
Источник: "Каçал Ен"