АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафа вăхăтра тỹле

18 марта 2015 г.

 Йĕркене пăснăшăн административлă штрафа тỹлеме йышăну кăларчĕç пулсассăн ăна 60 кун иртиччен татма тивет. Енчен те çак вăхăтра штрафа тỹлесе ĕлкĕреймесен гражданина тата тепĕр хутчен штраф параççĕ. Ун пек чухне палăртнинчен икĕ хут ытларах тỹлеме тивет е 15 талăка арестлеççĕ, е 50 сехет таран ĕçлеттерме йышăну кăлараççĕ. Апла пулсассăн административлă штрафсене вăхăтра тỹлемеллех, парăмра юлмалла мар.

Кăçалхи январь - февраль уйăхĕсенче районта пурăнакансене 100600 тенкĕлĕх штрафланă. Вĕсенчен 81580 тенкине шыраса илнĕ. Вăхăтра тỹлемен 20 çынна 12500 тенкĕлĕх штраф панă, 20 гражданина арестленĕ.

Март уйăхĕн 12-25-мĕшĕсенче район территорийĕнче "Парăмçă" профилактика мероприятийĕ иртет. Çак вăхăтра штрафсене вăхăтра тỹлемен çынсене тупса палăртаççĕ, явап тыттараççĕ.

О.КОРОТИНА,

районти шалти ĕçсен пайĕн инспекторĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика