18 марта 2015 г.
Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Шăпах асăннă канушлура Чăваш Республикин Гражданла хỹтĕлев ĕçĕсемпе чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров çуркуннехи шыв-шура кĕтсе илме хатĕрленсе туса ирттернĕ ĕçсем пирки асăнса хăварнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, енчен те çурхи шыв тăрук капланса килес пулсан, республикăри 556 ял тăрăхĕ инкеке лекес хăрушлăх пур. Пĕтĕмĕшле илсен, чрезвычайлă лару-тăру пулăмĕсене сирсе ямалли хатĕрсем çителĕклĕ пулнине каланă. Шыв çинче инкексем пулманни савăнтарать, лару-тăру пĕлтĕрхи пекех аван. Кăçал çуркунне ир килнине кура, тĕрлĕ техника шыв айне пулас хăрушлăх пысăк пулнине, ку енĕпе ытларах пулăçсен асăрханмаллине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ халăхпа ытларах профилактика ĕçне йĕркелеме хушнă
Источник: "Каçал Ен"