АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пĕтĕмлетнĕ

18 марта 2015 г.

 Иртнĕ эрнере районти куç курманнисен вырăнти организацийĕн членĕсен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Пухăннисем хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явнă, 2014 çула пĕтĕмлетнĕ.

Канашлăва Шупашкарти куç курманнисен регионти организацийĕн председетелĕ Юрий Сергеев, вырăнти уйрăмăн председателĕ Герман Михайлов, Валентина Константинова секретарь, социаллă пулăшу пайĕн начальникĕн çумĕ Ирина Долгова, ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Галина Воронова, социаллă страховани фончĕн аслă специалисчĕ Валентина Тихонова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн специалисчĕ Ирина Самарина хутшăннă. Вĕсем общество членĕсен ыйтăвĕсем çине туллин хуравланă, çăмăллăхсем пирки каласа панă. Паянхи куна обществăра 127 çын. Вĕсен йышĕнче ĕçлекенсем те, тивĕçлĕ канурисем те пур. Вĕсем тăтăшах тĕрлĕ конкурссене, спорт мероприятийĕсене хутшăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче те пĕрре кăна мар пулнă. Пĕлтĕр общество членĕсем республикăри вырăнти куç курманнисен организацийĕсен хушшинчи ăмăртура 4-мĕш вырăна тухнă.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика