18 марта 2015 г.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн, районти территориллĕ суйлав комиссийĕ çынсене резерва хушма документсем йышăнма пуçлать.
Тĕрлĕ политика партийĕсем, обществăлла организацисем, муниципаллă пĕрлешỹсен органĕсем, пурăнакан, ĕçлекен, вĕренекен вырăнти суйлавçăсен пухăвĕсем кандитатсене тăратма пултараççĕ. Документсене апрелĕн 26-мĕшĕччен районти территорири суйлав комиссийĕнче йышăнаççĕ. Адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 57-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-13-35 (Эльвира Елариевна Чернова), 5-12-91 (Новелла Николаевна Розова).
Источник: "Каçал Ен"