14 марта 2015 г.
Юлашки вăхăтра çынсен банк счечĕ çинчен укçа çухалнă тĕслĕх нумайланчĕ. Ултавçăсем банк ĕçченĕсем пек пулса телефонсем çине шăнкăравласа яраççĕ. Вĕсем ултавлă майпа, сирĕн карточка пин-кодне тĕрĕслетпĕр тесе, паспорт номерне, хăвăр çинчен пĕтĕм информацине ыйтса пĕлеççĕ. Çавăнпа та питĕ тимлĕ пулмалла. Çакна яланах асра тытмалла: карточка пин-кодне унăн хуçисĕр пуçне никам та пĕлмест, ăна сирĕн никама та каламалла мар, банкра ĕçлекенсем çак информаципе интересленмеççех. Ку шăпах та ултавçăсен ултав меслечĕ. Вĕсем сирĕн карточка пин-кодне пĕлсе пĕтĕм укçăра хăйсен счечĕсем çине куçарма пултараççĕ.
Ултавçăсем ĕçлемесĕр укçа "тумалли" тепĕр çăмăл меслетпе час-часах усă кураççĕ: телефон çине кĕске шăнкăрав ярса çынсем хăйсем каялла шăнкăравласа ярасса кĕтеççĕ. Телефон экранĕ çинче палламан номер курсан чăннипех те кăсăкланатпăр, кам шăнкăравланине пĕлес килетех ĕнтĕ пурин те. Çавăнпа та нумай чухне ним шутламасăрах палламан номер çине шăнкăрав яратпăр. Телефонăн тепĕр вĕçĕнче илемлĕ сасăпа калаçаканскер пире инструкци тăрăх телефонăн тĕрлĕ кнопки çине пусма сĕнет, тепĕр самантранах пирĕн калаçу вĕçленет те. Эпир вара, нимĕн ăнланманскерсем, тепĕр хут çак номер çине шăнкăравлатпăр. Шел пулин те, пирĕн телефон çинче пĕр самантрах укçа тăкакланать.
Ултавçăсем тĕрлĕ майпа çынсене "шăннă пăр" çине лартаççĕ. Çавăнпа та сире асăрхануллăрах пулма ыйтатпăр. Иккĕленỹллĕ калаçусенче хăвăр çинчен каласа пама ан тăрăшăр, е çывăх çынсемпе шăнкăравласа калаçăр, ыйтса пĕлĕр. Палламан çынсене хваттере ан кĕртĕр, укçа-тенкĕне алă айĕнче ан тытăр, тĕплĕрех çĕрте упрама тăрăшăр.
Г.КОКШИН.
Источник: "Каçал Ен"