АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе ярăнса киленнине мĕн çиттĕр?

11 марта 2015 г.

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ уяв саламĕсемпе, парнесемпе çеç пуян мар. Уяв ячĕпе тĕрлĕ ăмăртусем йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Акă, иртнĕ кунсенче Комсомольски райповĕ "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕн стадионне йĕлтĕрпе чупма юратакансене пуçтарчĕ. Çамрăксем те, аслăрах çулхисем те, ваттисем те старта тухрĕç. Пухăннисене райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев, район администрацийĕн спорт тата çамрăксен ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Юрий Боровков саламларĕç, ăмăртура ăнăçу сунчĕç.

Чи малтан старта паян райпора ĕçлекен тата тивĕçлĕ канури хĕрарăмсем тухрĕç. Кунта, паллах, чи маттуррисем финиша малтан çитрĕç. Г.Краснова - пĕрремĕш, Л.Осипова - иккĕмĕш, А.Харитонова финишра виççĕмĕш пулчĕç. Арçынсенчен вун-вун ăмăртура çĕнтернĕ спортсмен, Хирти Явăшра пурăнакан Анатолий Давыдов финишра пĕрремĕш пулчĕ. В.Пундяков, çулĕсене пăхмасăрах, иккĕмĕш вырăна, И.Ефимов виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

"Ăмăртусем йĕркелени сывлăха çеç мар, туслăха та çирĕплетет. Пĕрле пухăнса старта тухнине, йĕлтĕрпе ярăнса, чупса киленнине мĕн çиттĕр? Малашне те тăтăшах тĕл пуласчĕ", - терĕ спортсменсене тав туса Евгений Карпеев.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика