АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Улталаççĕ

11 марта 2015 г.

 2014 çулта чăваш полицейскийĕсем коррупципе çыхăннă 500-е яхăн преступление тупса палăртнă, 100 ытла çынна уголовлă яваплăх тыттарнă. ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕпе коррупцие хирĕç ĕçлекен подразделени ĕçченĕсем пĕлтĕр экономикăпа çыхăннă 1361 преступление шута илнĕ. Вeсенчен 661-шĕ - йывăр тата уйрăмах йывăррисем. 296 тĕслĕхре калаçу пысăк тата уйрăмах пысăк нухрат пирки пырать. 67-шне ятарласа каварлашнă ушкăн тунă. 339 çын тĕлĕшĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăшă пукан çинче ларакан должноçри 13 çын 80 преступлени тунă.

2014 çулта эрех-сăра сутас саккуна пăснă 74 тĕслĕх шута илнĕ. Çул çинче спиртлă шĕвексене ятарлă документсăр турттарнă техникăн 27 единицине чарнă. Азартлă вăйăсемпе алхасасси те тĕппипех пĕтмен-ха. 1262 вăйă оборудованине туртса илнĕ.

"Финанс пирамидисен" авăрне лекекенсем те пĕтмен-ха. Пĕлтĕр ĕç-хĕлне шăпах ултавпа йĕркеленĕ 15 организацие палăртнă, 9-шĕ хамăр республикăрах регистрациленнĕ. Вĕсен еккипе шар курнă 500 çынна шута илнĕ. 270 миллион тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ "пирамидăсем". Паянхи кун республикăра 82 кредит кооперацийĕпе 38 финанс организацийĕ ĕçлет.

Т.НАУМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика