АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Субсиди виçине ỹстересшĕн

11 марта 2015 г.

 Раççей Ял хуçалăх министерстви правительство хушăвĕ валли хатĕрленĕ проект тăрăх - хресченсене техника туянма паракан субсиди виçине 15 процентран 25 процента çитерме палăртнă. Ял хуçалăх техникин хăйхаклăхĕ 2014-2015 çулсенче 30 процент ытла ỹснĕрен пурнăç документа çакнашкал улшăну кĕртме хистет. Субсидипе çăмăллăх виçине 25 процент таран ỹстернипе пĕрлех пĕр ял хуçалăх техникишĕн тивекен субсидин чи пысăк виçи улшăннине те палăртнă.

2013-2014 çулсенче сăнанă тăрăх - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче субсидипе пĕрешкел усă курмаççĕ, пĕринче уйăрнă сумма çитмест, тепринче кăштах та пулин юлать. "Çавăнпа хушу проектĕнче субсидине регионсене кăçалхи пĕрремĕш кварталта кăна уйăрма палăртнă", - тенĕ документра. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăха çăмăллатас тĕллевпе техника туяннă чух саккунпа палăртнă тĕрлĕ тỹлев майĕпе усă курма пулать. Çак шутра - вексельсемпе те. Хресченсем ыйтнипе туянмалли ял хуçалăх техникин йышне те çĕнетнĕ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика