АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕвелпе пĕрле тăракансене чысларĕç

11 марта 2015 г.

 Фермăра тăрăшакансене нихăçан та çăмăл пулмасан та, пирĕн районти сĕт сăвакансем хастар ĕçĕпе республикăра яланах малтисен ретĕнче пыраççĕ. 2014 çул та та ыттисенчен уйрăлса тăмарĕ. Çулталăкра районта пĕр ĕнерен вăтамран 4917 килограмм сĕт сунă пулсан, уйрăм хуçалăхсенче рекордсем те пулчĕç. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче "Асаново" кооперативри кăтартусемпе паллаштарнăччĕ ĕнтĕ. Ăнăçлă ĕçлекенсен шутĕнче çавăн пекех - "Восток", "Искра", "Рассвет", "Слава", "Труд", "Урожай", "Сюрбеево" хуçалăхсен, Атласкин фермер хуçалăхĕн сĕт сăвакан операторĕсем те. Асанкассисем 8 пин чикки урлă каçнă пулсан, районти тăватă доярка 7 пин килограмран ирттернĕ, улттăн - 6 пин, 16-ăн вара пĕр ĕне пуçне 5 пин килограмм ытла сĕт илнĕ.

Пултаруллă та ĕçчен, тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакан дояркăсене хавхалантарма район администрацийĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн кăçал та чыслав йĕркелерĕ. Ĕçре маттуррисене ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин, тĕп специалистсем саламларĕç, Хисеп грамотисем, чĕрĕ чечексемпе парнесем пачĕç. Районти хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Валентина Курицына та ĕçчен хĕрарăмсем ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, пурнăçра ăнăçусем, ĕçре çитĕнỹсем сунчĕ. Культура ĕçченĕсем çепĕç юрăсем парнелерĕç.

Уява хутшăнма тивĕç пулнă дояркăсем те парăмра юлмарĕç, хăйсене çакăн пек чысланашăн тав сăмахĕсем каларĕç. "Район администрацине пире хисеплесе пĕрле пуçтарса тĕл пулма, калаçма майсем туса панăшăн тав тăватпăр", - терĕ районти çĕнтерỹçĕ доярка Вера Яковлева. Сăмах май çакна та каласа хăварам: Вера хăйĕн кăтартăвĕсемпе республикăра виççĕмĕш вырăнта. Етĕрне районĕнчи "Родина" (9270 кг) тата "Ленинская искра" хуçалăхсенчи пĕрер доярка çеç унран нумайрах сĕт сăвайнă.

Районти сĕт-çу фермисен ĕçченĕсене малашне те пысăк хавхаланупа вăй хума, рекорд хыççăн рекорд тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Л.ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика