АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуркунне йăл кулсан сивĕ хĕл тарать

11 марта 2015 г.

 Хĕле савăнăçлă лару-тăрура ăсатасси - йăлана кĕнĕ йĕрке. Ăна кашни çулах март уйăхĕн пуçламăшĕнче район центрĕнче йышлăн пухăнса уявлатпăр. Сивĕ хĕле ăсатса савăк çуркуннене кĕтсе илетпĕр. Юрлатпăр, ташлатпăр, кăмăл туличчен савăнатпăр. Кăçал мартăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ уява та халăх йышлăн пухăнчĕ. Ватти те, вĕтти те уяв картине тăчĕ.

Чи малтанах хĕле ăсатса çуркуннене ал паракансене район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, телей, çитĕнỹ сунчĕç.

"Хĕл сиввисем парăнасшăн мар пулин те, çуркунне çывхарса килни çав-çавах сисĕнет. Хĕвел ăшăтса пăхни кăмăла çĕклет, савăк кăмăл парнелет. Пĕтĕм тĕнче ыйхăран вăранать, çурхи ĕçсем пуçланаççĕ. Йышпа ĕçе кỹлĕнĕпĕр. Пурне те çирĕп сывлăх, телей суна- тăп", - терĕ Михаил Афанасьев саламласа.

Кăçал уяв сценарийĕ çав тери пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Юр пикесемпе Хĕл мучисем те уява килсе çитнĕ, çуркунне пики те кунтах. Купăсçăсем купăс каласа юрларĕç, тухатмăш карчăккисем сцена çинче ташларĕç. Пурте пĕрле пухăнса уяв картине тăчĕç. Ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ артистсем хăйсен савăк юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Районта вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ - пурте пĕр килти пек ки-лĕштерсе пурăннăран уявра тĕрлĕ халăх юрри-кĕвви шăранчĕ. "Мишар", "Кубняночка" халăх вокал, "Шăхаль" фольклор ансамблĕн артисчĕсем куракансене çĕнĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. "Островок" ташă ушкăнĕ чăваш, славян ташшисемпе паллаштарчĕ. Хырхĕрри ял тăрăхĕнчен килсе çитнĕ "Палан" ансамблĕн "Хуткупăс", "Самана" юррисене те куракансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Александр Тарасов, Валерий Ванюркин "Дарите женщинам цветы", "Ĕмĕт" юрăсемпе сцена çине тухрĕç. Кĕçĕн Çĕрпỹел, Чĕчкен, Тукай, Кайнлăк, Асанкасси, Александровка, Комсомольски ял тăрăхĕсенчен килнĕ артистсем те куракансене хăйсен çепĕç, чуна пырса тивмелле юррисемпе тĕлĕнтерчĕç.

Çуркуннехи уяв юрă-ташăпа çеç мар, спорт ăмăртăвĕсемпе, тĕрлĕ выставкăсемпе пуян пулчĕ. Сăмахран, "Кĕтне" физкультурпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе, волейболла, сĕтел çи теннисла, шашкăлла выляса вăй виçрĕç. Арçынсем кире пуканне йăтса, алă вăйне виçсе тупăшрĕç. Урмаелĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕн Петр Краснов ентешĕн кубокне çĕнсе илессишĕн хоккей турнирĕ иртни те - пысăк пулăм. Унта вара çак вăййа кăмăллакан чылай команда хутшăнчĕ. Чи маттуррисем Комсомольскисем пулчĕç. Вĕсем - кубок хуçисем. Çĕнĕ Кипеçсем - иккĕмĕш, Асанкассисем виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

Кире пуканне йăтса тĕрлĕ виçесенче В.Красновпа В.Калашникова çитекенни пулмарĕ. Вĕсем - пĕрремĕшсем. Р.Ильясов, Э.Кокшин икккĕмĕш вырăна алран вĕçертмерĕç. А.Мифтахутдинов, Э.Иванов виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Алă вăйне виçсе Р.Ильясов (75 килограмчченхи виçере) пĕрремĕш пулчĕ. 75 килограмран ытларах виçере Э.Иванов пурне те парăнтарчĕ. Çавăн пекех ăмăртура А.Толмачев, Д.Иванов, А.Мифтахутдинов, Э.Кокшин палăрчĕç. Сĕтел çи теннис вăййинче те хĕрỹ тупăшу пулчĕ. Каччăсенчен Д.Тазетдинов, хĕрсенчен Е.Васильева пурне те парăнтарчĕç. А.Шариповпа Г.Тазетдинова - иккĕмĕш, Д.Фарахиевпа А.Зинетуллина виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсенчен Асанкасси вăтам шкулĕн команди мала тухнă, Урмаелсем - иккĕмĕш, Тукай Мишерсем виççĕмĕш вырăнта. Волейбол вăййине те кăçал 8 команда хутшăнма кăмăл турĕ. Хĕрỹ тупăшура Урмаелсен командине çитекенни пулмарĕ. Вĕсем - çĕнтерỹçĕсем. Тукай Мишерсемпе Чĕчкенсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче Геннадий Захаровăн "Земля цвета вечности" выставкипе те район çыннисем кăсăкланса паллашрĕç. Çавăн пекех культурăпа кану центрĕн фойинче "Çĕнтерỹ символĕсем" алă ĕçĕсен, тĕрленĕ картинăсен "Чун уççи" выставкисем те куракансен кăмăлне кайнă.

Уяв кунĕ ачасем район центрĕнчи кану паркĕнче савăнчĕç. Вĕсем понипе çунашкапа ярăнса киленчĕç. Унпа пĕрлех юр çунасемпе ярăнакансем те йышлăн пулчĕç. Ача-пăчан хаваслă кулли таврана саланчĕ.

Нумай та вăхăт иртмĕ, шăнкăртатса шыв юхма пуçлĕ, çанталăк чĕрĕлсе вăй илĕ, пире илĕртекен çуркуннен пĕрремĕш чечекĕсем çурăлĕç, çутçанталăкăн чи илĕртỹллĕ те илемлĕ вăхăчĕ пуçланĕ. Ална пар, хаваслă çуркунне!

А.ЕФРЕМОВА. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика