АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патент ил те ĕçле

07 марта 2015 г.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен ют çĕршывсенчен визăсăр килнĕ çынсем Раççей Федерацийĕнче ирĕк паракан документсемсĕр ĕçлеме пултараççĕ. Патент илни те çителĕклĕ.

РФ Президенчĕ В.В.Путин ют çĕршыв çыннисене ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе ятарлă саккун çирĕплетнĕ. Ăна йышăнма пурнăç хăех хистенĕ тейĕн. Малтанхи вăхăтра ют çĕршыв çыннисене ĕçе явăçтарма çав тери йывăр пулнă. Чи малтанах квота валли заявкăсене майăн 1-мĕшĕччен кăна йышăннă. Çавăнпа бизнесменсем мигрантсен шутне тĕрĕс палăртма пултарайман. Вăтам, вак бизнес представителĕсен ют çĕршывсенчен килнĕ çынсене ĕçе пачах явăçтарма май килмен.

Халĕ вара Раççей Федерацийĕнче саккунлă майпа ĕçлес тесессĕн, ют çĕршыв çыннин 30 кун хушшинче миграци службине патент илме заявлени çырмалла. Унпа пĕрле вăл хăй кам пулнине ĕнентерекен документа, Раççей Федерацине ĕç шыраса килнине палăртакан миграци карттине, медицина полисне е медстраховани килĕшĕвне, вырăс чĕлхине, Раççей историйĕпе саккунĕсене пĕлнине ĕнентерекен сертификата, инфекци чирĕсемпе сиенленменни çинчен справкăна, учета илни çинчен документа тăратмалла.

Патентпа пĕр уйăхран пуçласа çулталăк таран усă курма пулать. Май килсессĕн тепĕр çулталăка та тăсса параççĕ. Патентшăн уйăхсерен е тỹрех 12 уйăхшăн тỹлеме пулать. Унăн хакĕ - 3136, 80 тенкĕ.

Ют çĕршыв çынни айăпа кĕрсессĕн, Раççейре малашне пурăнмалла мар тесе йышăнсан е социаллă хăрушă чирпе чирленине палăртсан патента каялла илеççĕ е памаççĕ.

А.ГАЛКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика