АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

07 марта 2015 г.

Февралĕн 27-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулу иртнĕ. Сергей Кириллович Совин, Павел Захарович Сорокин Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе тĕл пулнă, вăрçă çулĕсене аса илнĕ. Çавăн пекех унта район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ В.С.Васильев, ветерансен канашĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев, Чăваш Енри кинодокументаци тата электронлă патшалăх архивĕн тĕп специалисчĕсем Н.В.Егорова, И.С.Софронова хутшăннă.

Аслă Отечественнăй вăрçă историйĕнче пирĕн ентешсен паттăрлăхĕ те çырăнса юлнă. Вĕсем Тăван çĕршыва хỹтĕлесе Иртышран пуçласа Эльба таран çитнĕ. Çакăн пирки шăпах Валентина Боровкова тата Елена Хораськина библиотекарьсем каласа панă, "Аслă вăрçă паттăрĕсем" электронлă презентаципе паллаштарнă.

Патшалăх архивĕн специалисчĕсем "Паттăрсем паян та стройра. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем - пирĕн район çыннисем" электронлă фотоальбомпа паллаштарнă. Ăна 300 яхăн сăн ỹкерчĕкпе усă курса хатĕрленĕ. Унта - ветерансен портречĕсем, çемье архивĕнчи, вăр-çă вăхăтĕнчи, унăн хыççăнхи сăн ỹкерчĕксем. Альбома районта пурăнакан 29 ветеранăн наградисене, кĕске биографийĕсене те кĕртнĕ.

П.З.Сорокин, С.К.Совин вăрçă çулĕсене аса илсе, йывăр вăхăт пирки вĕренекенсене каласа панă, Тăван çĕршыв патриочĕсем пулма чĕнсе каланă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсерен чакса пырать пулин те, вĕсен паттăрлăхĕ пирĕн асра ĕмĕрлĕхех юлать.

В.БОРОВКОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика