04 марта 2015 г.
Районти культура учрежденийĕсенче Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне халалласа, вăрçă хирĕнче пирĕн телейлĕ, çителĕклĕ пурнăçшăн хăйсене шеллемесĕр паттăррăн çапăçнă хỹтĕлевçĕсене асра тытас тĕллевпе кăçал мероприятисем умлă-хыçлă иртеççĕ.
Февралĕн 27-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче виçĕ мероприяти харăс пулчĕ: районти (республика рамкинче) ачасен тата çамрăксен хореографи ушкăнĕсен "Ташша яра пар!", пултаруллă юрăçсен "Манас çук çак çурхи куна..." фестиваль-конкурсĕсем тата районти "Çĕнтерỹ символĕсем" алă ĕçĕсен конкурс-выставки.
"Ташша яра пар" фестиваль-конкурса хутшăнакан ушкăнсем хушшинче уйрăмах "Островок" тата "Калейдоскоп" ташă ушкăнĕсем (ертỹçисем Т.Иванова, Л.Григорьева), Александровкăри культура çурчĕ çумĕнчи Е.Александрова ертсе пыракан ташă ушкăнĕ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕн вĕренекенĕсем (В.Филиппова ертсе пырать), Хирти Мăнтăрти культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕ "Журавли" ташăпа (ертỹçи В.Данилова) палăрчĕç. Йỹç Шăхаль, Дубовка, Виçпỹрт, Кĕçĕн Каçал, Аслă Чурачăк, Анат Тимĕрчкасси культура çурчĕсен ташă ушкăнĕсене те куракансем хапăлласа кĕтсе илчĕç.
Районти культура çурчĕн фойинче курма килнисем "Çĕнтерỹ символĕсем" куравра хутран, пусмаран касса тунă, çыхса тата тĕрлесе ăсталанă илемлĕ, çыпăçуллă алă ĕçĕ-семпе паллашрĕç.
Ял поселенийĕсенчен килсе çитнĕ халăх вокал ансамблĕсем куракансем умĕнче вăрçă темипе кăмăллă, чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕç. Çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисем илме тивĕçлĕ пулчĕç.
М.ИЛЛАРИОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"