04 марта 2015 г.
Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те маттур, çавăнпах çитĕнĕвĕсем те нумай кĕттермеççĕ. Районта пурăнакансене спорта явăçтарма условисем çителĕклĕ, тĕрлĕ ăмăртусем те час-часах йĕркелеççĕ. "Каçал ен" хаçат редакцийĕ те çак сăваплă ĕçе тỹпе хывса çулсерен кĕркуннепе çуркунне çуран тата йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн турнирсем йĕркелет. Спорта юратакансем унта хаваспах хутшăнаççĕ.
Акă иртнĕ вырсарникун, мартăн 1-мĕшĕнче, Комсомольски вăрманĕ çывăхĕнче спортсменсем черетлĕ тупăшăва, хĕллехи спорт сезонне хупнă ятпа "Каçал ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăва, пуçтарăнчĕç. Хĕвеллĕ, ăшă çанталăк хавас кăмăл парнелерĕ, хăвăртрах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма хистерĕ.
Йĕлтĕр спортне кăмăллакансене чи малтанах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.С. Краснов, "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Г.Шуряшкина, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертỹçи В.Н.Гаврилов саламласа ăнăçу сунчĕç. "Паян чи маттуррисем, çаврăнăçуллисем, çирĕпписем финиша малтан çитсе парнеллĕ пулĕç", - терĕç вĕсем спортсменсене хавхалантарса.
Малалла районти тĕп шкулсенчен килнĕ вĕренекенсем старта тухрĕç. Хĕрсемпе каччăсем хĕрỹ тупăшура çĕнтерĕве алран вĕçертесшĕн пулмарĕç. Спортра чи вăйли кăна çĕнтерет тенине чăна кăларса финиша Анат Тимĕрчкассисем чи малтан çитрĕç. Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ, Чĕчкенсем вара - виççĕмĕш.
Вăтам шкулсен ушкăнĕнче дистанцие чи малтан парăнтарса Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Кĕçĕн Çĕрпỹелсем финиша иккĕмĕш, Нĕркеçсем виççĕмĕш çитрĕç. Сăмах май каласан, çак шкулсен командисем çулсеренех çĕнтерỹçĕсен йышĕнче, вырăнпа кăна улшăнаççĕ. Аслăчурачăксем вара В.И. Плешков физрук аван хатĕрленипе пĕрремĕш вырăна темиçе çул ĕнтĕ алăран вĕçертмеççĕ.
Шел те, ăмăртăва районти пур шкул команди те хутшăнмарĕ. Комсомольски 1-мĕш, 2-мĕш, Урмаел вăтам шкулĕсенче нумайшар ача пĕлỹ пухать. Вĕсенче вăйлăрах йĕлтĕрçĕсене суйласа илмелĕх те пур ĕнтĕ, çакнашкал турнирсене хутшăнманнин сăлтавĕ мĕнре-ши? Ачасене шкул саккинченех йĕлтĕр спортне юратма хăнăхтармасан тата хăçан вĕрентмелле? Ку çав вĕренỹ заведени-йĕсенче йĕлтĕр спорчĕ çине алă сулниех.
Кашни ушкăнри çĕнтерỹçĕсем Хисеп хучĕсене, парнесене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене редакци "Каçал ен" хаçата 2015 çулăн иккĕмĕш çур çулне çырăнтарса парать. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов малти виçĕ вырăна йышăннисене пылак çимĕç - тортсем - парса хавхалантарчĕ.
Эстафетăна йĕркелесе ирттерме пулăшнă судьясене, спорт секторĕн заведующине Ю.В.Боровкова, П.С.Красновпа В.Н.Гаврилова, спорт ветеранне В.И.Пундякова редакци коллективĕ чунтан тав тăвать, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунать.
Л.ГЕОРГИЕВА.
Источник: "Каçал Ен"