16 февраля 2013 г.
18 çула çитменнисен официаллă майпа çемье çавăрма юрать-и? (Çыруран).
Çак ыйту çине район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ Р.П.Суратова хуравларĕ.
— Россия Федерацийĕнче 18 çула мăшăрланма юракан ÿсĕм тесе палăртаççĕ (РФ Çемье кодексĕн 13 статйи). Çапах та çул çитменнисем пĕлтерĕшлĕ темиçе сăлтава — пулас арăм ача кĕтни, пепке çурални, мăшăрланас текен çынсен сывлăхĕшĕн е пурнăçĕшĕн хăрушлăх сиксе тухни т. ыт. те — пула ку ÿсĕме пĕчĕклетме пултараççĕ.
18-а çитменнисем официаллă майпа çырăнас тесен вĕсен малтан вырăнти хăй тытăмлăх органне кайса çакăн пирки ыйту çырмалла. Мăшăрлану ÿсĕмĕ çитичченех ку утăма тума хистекен сăлтава çирĕплетмешкĕн документсем тăратмалла. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çак ÿсĕме 16 çул таранччен пĕчĕклетме пултарать. Çемье çавăрма ирĕк илсен çамрăксен яланхи йĕркепе ЗАГСа заявлени çырмалла, вăхăт çитсен вĕсем унтах официаллă майпа çырăнĕç.
Источник: "Каçал Ен"