АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фотограф пулма ĕмĕтленет

16 февраля 2013 г.

Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Арина Васильева пур предметпа та «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Учительсем каланисене тимлĕн итлет вăл, кашни урока тĕплĕн хатĕрленме тăрăшать. Час-часах тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнать, малти вырăнсене те йышăнать. Акă, сăмахран, 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне Арина чăваш чĕлхипе районта иртнĕ олимпиадăра виççĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех наукăпа практика конференцийĕнче те палăрнă вăл. Асламăшĕ çинчен хатĕрленĕ унăн презентацине жюри членĕсем пысăк хак панă.

А.Васильева юрра-ташша ăста. Шкулта йĕркелекен пĕр уяв та вăл хутшăнмасăр иртмест. Унсăр пуçне вăл ялти культура çуртĕнче иртекен концертсенче халăха уçă сассипе тыткăнлать, спектакльсенче вылять.

Пушă вăхăтра хĕр ача урамра юлташĕсемпе уçăлса çÿрет, кĕнеке вулать. Шкул библиотекинче час-часах пулать вăл, паллă сăвăçсемпе çыравçăсен хайлавĕсене илсе вулать, çĕнĕ кĕнекесемпе паллашать.

Аринăн ĕмĕчĕсем пысăк. «Фотограф пулма ĕмĕтленетĕп. Халĕ те час-часах алла фотоаппарат тытса çут çанталăка, интереслĕ самантсене, тус-юлташсене ÿкеретĕп. Хамăн пурнăçа çак профессипех çыхăнтарас килет», — тет вăл.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика