АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хурт-хăмăрçăсен чертлĕ семинар-канашлăвĕ пулать

16 февраля 2013 г.

Вĕлле хурчĕсемшĕн 2012 çу вăхăчĕ чаплах пулмарĕ. 2011—2012 çулсенче вĕсем аван хĕл каçрĕç. Çуркуннехи çанталăк та вĕлле хурчĕсене аталанма чиперех май пачĕ, уйăрма вăхăт çитсен утарсенче ройсен йышĕ самаях пулчĕ. Çемье хутшăнас енĕпе районта 2012 çулта аван кăтартусем турăмăр. Нумай утарçă вĕлле хурчĕсен йышĕсем вăйлă пулнипе искусствăлла майпа амасем илсе уйăрчĕ. Пыл вăхăчĕ çывхарса пынă май яланхи пекех хăш утарçăсем магазинсем, теприсем корпуссем лартрăмăр.

Вĕлле хурчĕсем çăвăрсем кăларнă вăхăтра 2012 çулта, ытти çулсемпе танлаштарсан, урăхларах пулса пычĕ. Нумай çăвăр уйрăлса тухнă хыççăн сăрма йывăç тăрринелле, çÿлте вырнаçнă турат çине ларма тăрăшрĕ. Хамăн утарта сăнаса пăхнă тăрăх, пĕлтĕрхи çул виçĕ рой уйрăлса тухнă хыççăн йывăç çине сăрмасăрах вĕçсе кайрĕ. Эпĕ ун пеккине питĕ сайра куркаланă.

Ку мĕне пĕлтерчĕ-ши?

Вĕлле хурчĕсем пыл пулмассине сиссе урăх çĕре вĕçсе кайма тăрăшрĕç.

Çут çанталăкра пулса иртекен нумай япалана эпир ăнлансах каяймастпăр, пĕлейместпĕр. Вĕлле хурчĕсен уйрăмах вăрттăнлăх нумай.

2012 çулхи пыл вăхăтне тишкерсен, çакна палăртмалла. Çанталăк аван тăчĕ, хĕвелĕ те ăшшине хĕрхенмерĕ, çĕрте пыл паракан курăксем валли нÿрĕ те аванах, вĕлле хурчĕсен йышĕ лайăх, пыл нумай пулмалла пекчĕ. Кунне миçе килограмм нектар кĕни паллă пултăр тесе пыл вăхăтĕнче вăтам вĕллене виçе çине лартса виçнĕ хыççăн сахал нектар кĕни курăнчĕ. Утарçăсем 2012 çулта мĕншĕн пыл сахал пулчĕ тесе ыйтаççĕ? Эпĕ тĕп сăлтавĕ пыл илмелли вăхăтра çилĕ çурçĕр, çурçĕр-хĕвел анăç енчен вĕрнинче тесе шутлатăп. «Çил çурçĕртен вĕрсен пыл кĕмест», тетчĕ атте.

Юлашки 40 çул хушшинче пыл сахал панă çулсем çаксем:

— 1972 çул. Çанталăк питĕ шăрăх пулнипе вĕлле хурчĕсем пыл сахал пуçтарчĕç;

— 1994 çул. Çанталăк нÿрлĕ, çумăр нумай çунă пирки сахал пуçтарăнчĕ;

— 2012 çул. Пыл сахал пулнин сăлтавне çÿлерех асăнса хăвартăмăр.

Вĕлле хурчĕсене тытакансемпе тата хурт усрама шухăшлакансемпе февралĕн 21-мĕшĕнче 10 сехетре семинар-канашлу ирттерме палăртнă.

Канашлу Патăрьелĕнчи район администрацийĕн акт залĕнче иртĕ. Çак мероприятие Тутарстан Республикинчен чаплă специалистсем лекци вулама килме палăртнă. Кăçалхи семинар-канашлура тĕрлĕ йышши пылсем тутанса пăхса камăн чи пахине палăртса хăварасшăн.

Вĕлле хурчĕсемшĕн хĕл каçнă тапхăрта йывăр вăхăтсем пуçланаççĕ, çавăнпа та утарçăсене тата тимлĕрех пулма сĕнесшĕн. Пыл сахал пулнă май хуртсен апачĕсем пĕтме пултараççĕ, вĕсене канди парса çăлса хăварма пулать. Хăш-пĕр утарçăсем хуртсем выçăпа вилнĕ тĕслĕхсем пуррине палăртаççĕ. Вĕлле хурчĕсем пĕр енче пухăннă пирки хăйсем ларакан рамăсем çинчи пыла çисе яраççĕ те тепĕр еннелле куçаймасăр вилме пултараççĕ. Районта тунă кăтартусене çухатас марччĕ, хурт-хăмăра тата лайăхрах аталантарса пырасчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика