АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансен юхăмĕн аталанăвĕ

16 февраля 2013 г.

1986 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче Мускавра Советсен çуртĕнче конференци иртнĕ. Унта ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен (пенсионерĕсен) Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацине туса хунă, унăн тĕп документне — Уставне — хатĕрленĕ. 1987 çулăн пĕрремĕш çурринче пур çĕрте те ветерансен регионаллă организацийĕсене тума пуçланă.

Комсомольски районĕнче те ĕçпе вăрçă ветеранĕсен пухăвĕсем иртнĕ. Ун чухне районта 7200 ветеран пулнă, çав шутра 800-е яхăн — Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕсем. Халăхăн 26 проценчĕ ĕçпе вăрçă ветеранĕсем пулнă. Ĕçлекен пенсионерсен шучĕ 2880 çитнĕ, вĕсенчен 2410-шĕ — ял хуçа-лăхĕнче, 470-шĕ предприятисемпе организацисенче вăй хунă.

Пухусем ирттерсе ветерансен 27 пуçламăш организацине туса хунă, советсем йĕркеленĕ. Вĕсен председателĕсене авторитетлă, обществăлла-политикăлла ĕçре хастар çынсене лартнă. Вĕсем: С.А.Алиуллов («Дружба» ), И.Е.Евгеньев («Гигант»), Н.К.Крылов («Знамя»), И.Ф.Мулгачев («Урожай»), Н.Д.Краснов («Россия»), М.М.Гибатдинов («Алга»), В.Я.Титов («Заветы Ильича»), М.М.Сурнаев («Луч»), Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Д.Г.Герасимов («Восток»), В.Г.Краснов («Комсомольский» совхоз), Н.Ф.Мурзаев («Заря»), И.Ф.Гоголев (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Т.Г.Краснова («Эмитрон» заводăн филиалĕ), М.В.Орлов (КПСС райкомĕ), В.Е.Воронов (райĕçтăвком), П.П.Порфирьев (РАПО), П.И.Сорокин (агропромхими), В.П.Ефремова (йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен управлени), К.Н.Николаев (районти çыхăну узелĕ), О.И.Кульгеева (РСУ), М.П.Боровкова (сăра завочĕ), Н.Е.Браницын (райпо), В.В.Лаврова (районти тĕп больница), Л.А.Драндров (МПМК), В.К.Кудрявцев (юсавпа техника предприятийĕ).

1987 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти организацийĕн пĕрремĕш учредительлĕ конференцийĕ иртнĕ. Унта 154 делегат, унсăр пуçне ЧАССРăн социаллă пулăшу министрĕ В.И.Васильев, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ П.И.Мужиков, халăх депутачĕсен район совечĕн ĕçтăвкомĕн председателĕ П.А. Баринов, районти çар комиссарĕ Г.Н.Максимов, Социализмлă Ĕç Геройĕ Н.Ф.Миронов, АПК ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев, парти тата комсомол пуçламăш организацийĕсен секретарĕсем, ял Совет ĕçтăвкомĕсен председателĕсем тата ыттисем те хутшăннă. Кун йĕркинче çак ыйтусем пулнă: ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти организацийĕн тĕп ĕçĕсемпе тĕллевĕсем çинчен; ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти совечĕн суйлавĕ; организацин ревизи комиссине суйласси; облаçри конференцие кайма делегатсем суйласси.

Çав кунах районти ветерансен совечĕн пленумĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта районти ветерансен совечĕн президиумне 11 çынна суйланă, Р.П. Моисеева председателе, С.А. Алиуллова председателĕн çумне лартнă. Ветерансен райсовечĕн секретарĕ М.В.Орлов, ревкомисси председателĕ В.К.Кудрявцев, унăн çумĕ В.Е.Воронов пулса тăнă.

1989 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти II-мĕш конференцийĕ иртнĕ. Ун чухне Устав тăрăх районти отчетпа суйлав конференцийĕсем кашни 2 çулта пулса пымалла пулнă. Районти организаци ветерансен пуçламăш 27 организацине пĕрлештерсе тăнă, унта 7 пине яхăн пенсионер пулнă. Çав шутра: 680 вăрçă участникĕ, 5007 ĕç ветеранĕ, 700-е яхăн вăрçăра вилнисен тăлăх арăмĕ. Отчет тапхăрĕнче «Агропромхимин», МПРЭУн, Комсомольски ял Совечĕн пуçламăш организацийĕсене пĕтернĕ, Ульянов тата Калинин ячĕллĕ колхозсен организацийĕсене туса хунă. Райсоветăн председательне, секретарьне, ревкомисси председательне çавсенех хăварнă.

1991 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче III-мĕш конференци иртнĕ. Хальхинче районти организаци ветерансен 25 пуçламăш организацине пĕрлештерсе тăнă, унта 7 пин ытла пенсионер пулнă. Çав шутра: 644 вăрçă участникĕ, 161 вăрçă инваличĕ, 6052 ĕç ветеранĕ, вăрçăра вилнисен 652 тăлăх арăмĕ. Отчетлă тапхăрта «Искра», «Нива», «Победа» колхозсен, районти çыхăну уйрăмĕн, юсавпа строительство участокĕн, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен управленин ветеранĕсен пуçламăш организацийĕсене туса хунă. Организаци пленумĕнче ветерансен районти совечĕн председательне Л.А.Драндрова, унăн заместительне Р.П.Моисеева, секретарьне М.Г.Дерягинана, ревкомисси председательне В.К.Кудрявцева суйланă.

1993 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти IV-мĕш конференцинче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.С.Мифтахутдинов, унăн пĕрремĕш çумĕ А.С. Терентьев, ветерансен республикăри совечĕн представителĕ, ЧР Социаллă политика министерствин социаллă политика уйрăмĕн начальникĕ Ф.Н.Семенова тата ыттисем те хутшăннă. Конференцинче 34 çынран тăракан ветерансен районти советне суйланă, республика шайĕнчи конференцие хутшăнма делегатсене палăртнă.

1995 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче V-мĕш конференци иртнĕ. Ку вăхăтра организаци 27 пуçламăш организацирен тăнă, 8198 пенсионера пĕрлештернĕ, çав шутра 463 вăрçă участникĕ, 191 вăрçă инваличĕ, 4069 ĕç ветеранĕ, вăрçăра вилнисен 440 арăмĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ К.С. Мифтахутдинов тата унăн пĕрремĕш çумĕ А.С.Терентьев, ЧР социаллă политика министрĕн çумĕ Л.И.Рулькова, ветерансен республикăри сове-чĕн председателĕн çумĕ А.В.Игнатьева тата ыттисем те хутшăннă.

2000 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче VI-мĕш конференци пулнă. Ветерансен районти организацийĕ пуçламăш 34 организацие пĕрлештерсе тăнă. Вĕсенче 8331 пенсионер пулнă, çав шутра 270 вăрçă ветеранĕ, 120 вăрçă инваличĕ, 4444 ĕç ветеранĕ, 2950 тыл ĕçченĕ, вăрçăра вилнисен 132 тăлăх арăмĕ пулнă. Районти ветерансен совечĕн председательне Ю.С.Тимофеева, унăн заместительне Р.П.Моисеева, ревкомисси председательне В.К.Кудрявцева суйланă.

2005 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче VII-мĕш конференцие район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, унăн çумĕсем Г.М.Киргизов, Н.А.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.Н.Ершов, районти больницăн тĕп врачĕ М.И.Федорова, «Фармация» ПУПăн директорĕ Л.В. Васильева, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, социаллă страховани фончĕн специалисчĕ В.А.Тихонова, медицина страхованийĕн специалисчĕ З.А.Галкина тата ыттисем те хутшăннă. Ун чухне районта ветерансен пуçламăш 44 организацийĕ пулнă, вĕсенче 8130 ветеран шутланнă.

2010 çулхи октябрĕн 15-мĕшĕнче VIII-мĕш конференци иртнĕ. Ветерансен райсовечĕн председательне Ю.С.Тимофеева, унăн заместителĕсене В.И. Пундякова тата П.А.Баринова, секретарьне В.Т.Яковлевăна суйланă. Районта ветерансен 46 пуçламăш организацийĕ пулнă, вĕсенче 7850 ветеран шутланнă.

1988 çулта районти библиотекăн ĕçченĕсем пуçарнипе ветерансем валли «Надежда» клуб туса хунă. Клубăн ĕçне аталантарас тесе унăн пĕрремĕш ертÿçи Е.П.Алексеева тата районти больница врачĕ П.М.Лаакконен чылай тăрăшнă. Хальхи вăхăтра клуба ĕç ветеранĕ М.К.Бормотина ертсе пырать.

2012 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче районти ĕçпе вăрçă, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право сыхлавĕн органĕсен ветеранĕсен организацине туса хунăранпа 25 çул çитнĕ. Ăна халалласа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн акт залĕнче черетлĕ пленум иртнĕ. Ветерансене Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.В.Горбунов, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, халăха социаллă пулăшу паракан центрăн директорĕ Т.Г.Смирнова тата ыттисем те саламланă. Ветерансен юхăмĕн активисчĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ администрацин Хисеп грамотисемпе, Ю.С.Тимофеев ветерансен республикăри совечĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.

Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацийĕн историне аса илнĕ май, 20 çул ытла ветерансен пуçламăш организацийĕсене ертсе пыракансене ятран асăнас килет. Вĕсем: И.Я.Салмин (Хирти Сĕнтĕр), А.Б.Мустафина («Труд»). 18 çул ытла Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), С.А.Алиуллов («Дружба»), В.В.Лаврова (райбольница), И.Ф.Гоголев (Комсомольски вăтам шкулĕ) çак ĕçе пурнăçланă. С.И.Басников («Заря»), А.А.Грибоедова («Искра»), Н.Т.Рамский («Пайгас») — 15 çул ытла, М.И.Герасимов («Луч»), Р.Б.Шигапов (РОВД), Д.П.Родионов (МСО), Н.Е.Сергеев («Изамбаево»), М.С.Маштанов («Победа») 10 çул ытла пуçламăш организацисене ертсе пынă.

Ветерансен совечĕсен председателĕсенчен чылайăшне ветерансен республикăри совечĕн Хисеп грамотисемпе, Т.Г.Красновăна, Р.П.Моисеева тата Ю.С. Тимофеева ĕçпе вăрçă ветеранĕсен Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацийĕн Президиумĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Е.П.Алексеевăна, С.А.Алиуллова, С.И.Басникова, М.И.Герасимова, А.Б.Мустафинана, В.В.Лавровăна, В.Т.Махминова, И.Я.Салмина, Г.Г.Скворцова — районти ветерансен организацийĕн Хисеп кĕнекине, С.А.Алиуллова, В.В.Лавровăна тата Р.П.Моисеева ветерансен республикăри организацийĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.

Паянхи кун районта ĕçпе вăрçă ветеранĕсен 46 пуçламăш организацийĕ пур. Вĕсенче 7840 пенсионер, çав шутра ватлăхпа пенси илекенсем 6340 çын, вăрçă участникĕсем 58-ăн, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем 197-ĕн, 3878 ĕç ветеранĕ, 869 тыл ĕçченĕ. Пенсионерсенчен 2140-шĕ халĕ те ĕçлеççĕ.

Организаци район администрацийĕпе, социаллă хÿтлĕх пайĕпе, пенси фон-чĕпе, медицина учрежденийĕсемпе, социаллă пулăшу паракан центрпа, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе тачă çыхăну тытать. Пирĕн тĕллев — пĕрле килĕштерсе ĕçлесе пенсионерсен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Паянхи организаци аслă ăрăва кирли иккĕленÿ çуратмасть. Çакна пурнăç кăтартса пачĕ. Эппин, ветерансен юхăмне тата та анлăлатма тăрăшмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика