16 февраля 2013 г.
Сталинграда хÿтĕлессишĕн пынă çапăçусене пирĕн районтан салтаксемпе офицерсем çĕршерĕн хутшăннă. Çак çĕнтерÿре пирĕн ентешсен тÿпи те пĕчĕк мар. Чăн та, çапăçусенче ытларахăшĕ паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă. Таврăннисенчен вара нумайăшĕ аманса, контузи илсе сывлăхне çухатнă. Вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă вĕсем.
«Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медале утмăл ытла ентеш тивĕçнĕччĕ. Сталинград патĕнчи çĕнтерĕве 50 çул çитнĕ тĕле 24-ăн чĕрĕччĕ. Паянхи куна вĕсем пирĕн хушăра виççĕн кăна: Матрена Владимировна Иванова санитарка (Йÿç Шăхаль), аслă сержант Василий Архипович Квасов авиамеханик (Александровка), кĕçĕн сержант Николай Арсентьевич Афанасьев автоматчик (Çĕнĕ Кипеç).
Салтаксемпе офицерсен Сталинград патĕнчи паттăрлăхĕ пирĕн историе ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлчĕ. Вăл нихăçан та манăçа тухмалла мар. Çакă çамрăксен патриотла туйăмне вăйлатса пытăр.
Источник: "Каçал Ен"