16 февраля 2013 г.
Çак кунсенче 2012 çулта иртнĕ «Чăваш Республикин чи лайăх муниципалитет служащийĕ» конкурса пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерÿçисене наградăланă. Конкурса муниципаллă службăн престижне ÿстерес, пысăк çитĕнÿсем тăвакан муниципалитет служащийĕсене тупса палăртас тата вĕсене пулăшу кÿрес тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта республикăри муниципаллă 19 районтан тата 2 хула округĕнчен 39 представитель хутшăннă. Конкурс икĕ номинаципе иртнĕ: «Муниципаллă районăн, хула округĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ» тата «Хула (ял) поселенийĕн чи лайăх муниципалитет служащийĕ».
Çĕнтерÿçĕсем хушшинче пирĕн район çынни те пур. Чĕчкен ял поселени администрацийĕн 1-мĕш разрядлă аслă специалисчĕ Людмила Григорьева конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă. Ăна çак ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.
Источник: "Каçал Ен"