16 февраля 2013 г.
Нумаях пулмасть выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин акт залĕнче ветеринари службин ĕçченĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унта вĕсем 2013 çулхи январьти ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва Патăрьелĕнчи зоналлă ветеринари лабораторийĕн директорĕ Л.Н. Ефимова, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп зоотехникĕ К.Г.Гимальдинов та хутшăннă.
Ветеринари врачĕ Э.Г.Ильязов январь уйăхĕнче туса ирттернĕ профилактика мероприятийĕсем çинчен каласа панă, малашнехи плансемпе паллаштарнă, çулталăк тăршшĕпе тумалли ĕçсене тишкернĕ. Ветучастоксен, ветпунктсен заведующийĕсене выльăхсем хушшинче инфекци чирĕсем сарăласран тумалли прививкăсен графикĕсене валеçсе панă. Унта хăш прививкăна хăçан тумаллине палăртнă.
Л.Н.Ефимова туса ирттернĕ лабораторипе диагностика тĕпчевĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Вăл мăйракаллă шултра выльăх хушшинче лейкоз чирне пĕтерме тăрăшмалли, сыснасен африка чуми çинчен ăнлантарса халăхпа профилактика калаçăвĕсем ирттермелли çине пысăк тимлĕх уйăрнă, урăх регионсенчен выльăх-чĕрлĕх илсе килсен вĕсене лабораторипе диагностика тĕпчевĕсем витĕр кăлармаллине аса илтернĕ.
К.Г.Гимальдинов районти фермăсенче ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, хуçалăхсенче выльăх апачĕ хĕл каçма çителĕклĕ, витесем йĕркеллĕ. Ку енĕпе йывăрлăхсем сиксе тухмалла мар. Кашни ĕнерен вăтамран талăкра 12,6-шар килограмм сĕт суса илеççĕ. «Асаново» ЯХПКра вара çак кăтарту — 19,4 килогрампа, «Рассветра» 16,1 килогрампа танлашать. «Победа» ЯХПКра, «Дубовка» ОООра тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче те талăкра 16 килограма яхăн сĕт сăваççĕ. Мăйракаллă шултра выльăхăн шучĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 5 процент ÿснĕ, аш-какай туса илесси кăçал — 15 процент, сĕт сăвасси 3 процент ытларах. Пĕтĕмĕшле илсен, фермăсенчи ĕçсем йĕркеллĕ пыраççĕ.
Канашлăва пĕтĕмлетсе районти ветеринари станцийĕн начальникĕ Р.М.Велимухаметов профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттермеллине, çĕпĕр язви, африка чуми евĕр уйрăмах хăрушă инфекциллĕ чирсене район территорине кĕртес мар тесе тимлемеллине палăртнă, выльăхсен сывлăхне тĕрĕслесех тăмаллине çирĕплетнĕ.
Источник: "Каçал Ен"