АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен механизатор

16 февраля 2013 г.

Леонид Ильин «Слава картофелю» агрофирмăра тракто- ристра 2007 çултанпа тăрăшать. Туслă коллективра пĕр-пĕринпе канашласси, сăмахпа, ĕçпе пулăшасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Леонид Геннадьевич вара юлташĕсем хушшинче пысăк хисепре.

«Вăл — пур çĕрте те тĕслĕх.Техникăна яланах таса та юсавлă тытать», — тет ун пирки агрофирма ертÿлĕхĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна иртнĕ Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕнче район администрацийĕн Дипломĕпе наградăланă.

Л.Ильин — ĕçрен хăраман механизатор. Хĕрÿ тапхăрта вăл иртен пуçласа каçчен вăй хурать, уйран кĕме те пĕлмест.

«Хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтаканпа ĕçлеме те шанчăклă», — теççĕ ĕçтешĕсем Леонид Геннадьевич пирки.

Пахча çимĕç ăнса ÿсни вăрлăх пахалăхлă пулнинчен, удобренисемпе тĕрĕс усă курнинчен, агротехника ĕçне вăхăтра пурнăçланинчен килет. Шăпах çаксене тĕпе хурса тимлеççĕ те ĕнтĕ агрофирмăри механизаторсем. Пур çĕрте те вăр-варскерсем, шаннă ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлаççĕ. Вĕсен шутĕнче — Леонид Ильин тракторист та.

Ĕçлеме ÿркенмесен килти хуçалăха та аталантарма çăмăл, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесе шав малалла кăна ăнтăлмалла.

«Ялта çурт лартрăмăр. Мăшăрăмпа икĕ ача ÿстеретпĕр. Кăмăллă эпир пурнăçпа. Телейлĕ пулма мĕн кирлĕ тата?» — тет тăрăшуллă механизатор.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика