АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсĕ те, эпĕ те спортпа туслă

28 февраля 2015 г.

 Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем спортпа чăннипех те туслă. Çулталăкра вун-вун ăмăрту йĕркелеççĕ. Унта ватти те, вĕтти те хутшăнать. Ентешсен ячĕпе те нумай турнир йĕркелеççĕ.

Акă, февралĕн 21-мĕшĕнче, спортпа сывлăх кунĕнче, çак тăрăхра пурăнакансемшĕн чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ. Хирти Сĕнтĕр, Тĕвенеш, Нĕркеç ялĕсенче спорт ăмăртăвĕсем йĕркелерĕç. Хирти Сĕнтĕрте Чечен вăрçинче пуçне хунă ентеше, Иван Быкова, асăнса мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Турнир пуçаруçи - манăн атте, Григорий Прокопьев. Вăл пĕрле службăра пулнă ентешне манмасть, çакна ял çамрăкĕсене те ăша хывма вĕрентет. Ăмăртăва 10 команда хутшăнчĕ. Хирти Сĕнтĕр, Хирти Ĕнел, Çĕнĕ Кипеç, Тĕвенеш, Нĕркеç, Янкасси, Аслă Çĕрпỹел, Анат Тимĕрчкасси çам- рăкĕсен командисем вăйă площадкине тухрĕç. Хĕрỹ тупăшура Хирти Сĕнтĕрсем çĕнтерчĕç, 2-3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Нĕркеçсем.

Тĕвенеш ялĕнче хоккейла вылярĕç. Асанкасси, Нĕркеç, Çĕнĕ Кипеç командисем тупăшрĕç. Чи вăйлисем Нĕркеçсем пулчĕç, вĕсем çĕнтерчĕç.

Нĕркеçре шкул ачисемпе студентсем волейболла выляса киленчĕç. Çак шкултах пĕлỹ пухса спортпа туслашнă, халĕ тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренекенсем ăстарах пулчĕç, мала тухрĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем çав тери хĕрỹ иртрĕç. Куракансем те, спортсменсем те нумай пулчĕç. Пухăннисене Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов, Геннадий Волков ентеш саламларĕç, малашне те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма сунчĕç. Ăмăртусем мĕнле иртине ял тăрăхĕнче пурăнакансем çеç курса киленмерĕç. Çак кун спортсменсемпе, пуçаруçăсемпе паллашма Чăваш Наци телевиденийĕн журналисчĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем çамрăк спортсменсемпе калаçрĕç, спорта мĕнле аталантарнипе кăсăкланчĕç. Ăмăртусене çав тери çỹллĕ шайра йĕркеленинчен тĕлĕннине пытармарĕç.

Эпир малашне те спортпа туслă пулăпăр, çак тăрăхра, районта, республикăра иртекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнăпăр. Тен, вĕсен пуçаруçисем хамăр пулăпăр.

Т.ПРОКОПЬЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика