АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинчи хăрушсăрлăх хамăртан килет

28 февраля 2015 г.

 Хальхи ăслăлăхпа техника аталанăвĕ, компьютерсен технологийĕ вăхăтĕнче çул çинчи хăрушсăрлăх теми çав тери çивĕч. Çулсерен миллионшар автомашина, мотоцикл, велосипед тата ытти транспорт хатĕрĕ чупакан çĕнĕрен те çĕнĕ автострадăсем уçăлаççĕ, çулсем анлăланаççĕ. Шел пулин те, водительсем çулçỹрев йĕркисене пăхăнмаççĕ. Çакă вара çул çинчи аварисем патне илсе пырать.Тĕслĕхрен, 2014 çулăн октябрĕн 12-мĕшĕнче С. пассажирсене лартнă çăмăл машинăпа Елчĕк çулĕпе пысăк хăвăртлăхпа, çул çинчи паллăсене пăхăнмасăр, Шупашкара çул тытнă. Хăйĕн асăханусăрлăхне пула вăл кювета анса кайса йывăçа пырса тăрăннă. Водителĕн ашшĕ вырăнтах вилнĕ. Кун пек тĕслĕх питĕ нумай. Çулçỹрев йĕркисене пăхăнманни темĕн чухлĕ çынна сусăрлатса хăварать, пурнăçран вăхăтсăр уйăрать.

Елчĕк район сучĕн приговорĕпе РФ УК 264-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе С.-на 2 çуллăха транспорт хатĕрĕпе çỹремелли правасăр, çулталăк та ултă уйăха ирĕк прависĕр хăварнă, 2 çуллăха условлă майпа явап тыттармалла тунă.

Çул çинчи хăрушсăрлăх хамăртан килнине манас марччĕ. Çавăнпа ачасене пĕчĕккĕллех яваплăха туйма хăнăхтарни, çулçỹрев йĕркисене пăхăнма вĕрентни тата кашни çын çул çинче хăйĕн яваплăхне туйни малашне нумай çын пурнăçне сыхласа хăварма пулăшĕ.

М.ЕВДОКИМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика