АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра вут-çулăм алхаснă

28 февраля 2015 г.

 Февралĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикинче пушарсенче 8 çын пурнăçĕ татăлнă. Статистикăна тишкернĕ тăрăх çакă паллă - пурте ỹсĕрле пирус туртнă, асăрханусăр пулнă.

Сăмахран, февралĕн 23-мĕшĕнче ирхине 3 сехет те 29 минутра Йĕпреçре çурт çуннă. Унта икĕ çын пурнăçĕ таталнă. Çак кунах Шупашкарта та арçынпа хĕрарăм çунса вилнĕ. Етĕрне районĕнчи Чебаково салинче те инкек пулнă, вут-çулăмпа кĕлленнĕ алкумĕнче виçĕ вилене тупнă. Пăрачкав районĕнче те арçыннăн пурнăçĕ пушарта татăлнă.

Эрех ĕçни, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни инкек патне илсе çитернĕ, пурнăçа вăхăтсăр татнă. Апла тимлĕ пулар! Пушар тухнине асăрхасассăн "01", "101" е "112" номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Ю.СОРОКИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика