АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере çитĕннĕрен вĕсем телейлĕ

28 февраля 2015 г.

 Кашни ача çемьере çитĕнмелле. Çумра атте-анне, çывăх çынсем пурри аван-çке. Вĕсем сана яланах пулăшаççĕ, кирлĕ вăхăтра сĕнỹ-канаш параççĕ, йывăр чухне çупăрласа илсе ачашлаççĕ, савăннă чухне пĕрле хĕпĕртеççĕ. Çак телее курма, ачашлăха туйма пурне те пỹрмен çав. Тĕнчери чи çывăх çынсен йăнăшне е инкеке пула нумай ача çемьере мар, ачасен çуртĕнче хỹтлĕх тупать. Унти воспитательсем вĕсемшĕн амăшĕ те, ашшĕ те, çывăх юлташĕ те. Çав вăхăтрах вара ачасене хăйсен хỹттине илекен çынсем те сахал мар.

Пирĕн районта та çакăн пек çемьесем пур. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри 2-3 ачана усрава илме те вăй-хал çитернĕ. Паян ачасем çемьере пурăнма май килнишĕн савăнаççĕ, çывăх çыннисене тав тăваççĕ. Тăлăха юлнисене хăйсен хỹттине илнĕ ашшĕ-амăшне пулăшас, вĕсемпе курнăçса калаçас тĕллевпе Чăваш Республикинче кашни çулах "Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр" автокараван иртет. Февралĕн 25-мĕшĕнче асăннă автокараван районта старт илчĕ. Çемьере хỹтлĕх тупнă ачасемпе, ашшĕ-амăшĕпе пысăк тĕл пулу йĕркеленипе пĕрлех тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явса уçăмлатрĕç, вăйăсем, тестировани, тренингсем ирттерчĕç.

ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин психологипе педагогика тата коррекци центрĕн педагог-психологĕ, Комсомольски районĕн кураторĕ Е.Никитина калаçса нумай ыйтăва уçăмлатрĕ. Районта ачасене çемьене вырнаçтарас енĕпе аван ĕçленине палăртса хăварчĕ. Район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующине Т.Галзановăна ĕçри ỹсĕмсемшĕн, усрава илекен çемьесемпе пархатарлă ĕçленĕшĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Районти ачасен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăй В.Гаврилов ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерекен Г.Макаровăна "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвне пачĕ (сăн ỹкерчĕкре). Тĕлпулу çеç мар, чăн-чăн уяв пулчĕ çак кун çемьесемшĕн. Вĕсем пурте пĕрле савăнчĕç, калаçрĕç, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç, ачасем те, амăшĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, ал ĕçĕсен выставкине йĕркелерĕç.

"Чăваш Ен - тăлăхсемсĕр" автокараван старт илнĕ май педагогсемпе психологсем Аслă Çĕрпỹелĕнче пурăнакан Любимовсен çемйинче пулчĕç. Вĕсем виçĕ ачине çитĕнтернипе пĕрлех тата икĕ хĕрпе пĕр ывăла хăйсен хỹттине илнĕ. Любимовсен çемйинче юратупа ачашлăх пур ачи валли те çителĕклех.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика