АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестиваль фольклора кăмăллакансене пуçтарчĕ

25 февраля 2015 г.

   Çак кунсенче районти культура çуртĕнче фольклор фестивалĕ иртрĕ. Иккĕмĕш хут иртекен фольклор ушкăнĕсен фестивальне Каçалсем Аслă Çĕнтерỹ 70 çул çитнине халалласа "Мирлĕ пурнăçшăн" ят панă. Ăна пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ - Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Павлов. Çавăн пекех Каçалсем фестивале Çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне, Литература тата чăваш классикĕн К.В.Ивановăн çулталăкне те халалларĕç.

   Хаваслă уяв каçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Романович Афанасьев тата ЧР çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн ертỹçи Сергей Юрьевич Данилов уçрĕç, пурне те ырлăх-сывлăх тата телей сунчĕç. Районти ял поселенийĕсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса пултарулăхне кăтартрĕç.

  Акă Аслă Чурачăксем, Кĕçĕн Çĕрпỹелсем тата Элпуç тăрăхĕн-чен килнĕ артистсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче улах ларнине сăнласа пачĕç. Çĕнĕ Сĕнтĕр каччи, культура тытăмĕн ĕçченĕ Александр Тарасов вăрçа тухса каякан салтак ачисен - никрутсен - юррине юрларĕ. Питĕ шухăша яракан юрă, хăшне йĕртсе те илчĕ-тĕр, теприне - ĕмĕт парнелерĕ.

    Куракансем çавăн пекех Хырхĕрри культура çурчĕ çу-мĕнчи "Палан" ансамбле, Асанкассинчен килнĕ юрăçсене хапăл турĕç. "Мирлĕ пурнăçшăн" фестивале Хирти Сĕнтĕрсемпе Кайнлăксем те хутшăнчĕç. Юнтапасемпе Йỹç Шăхальсен "Шăхаль" фольклор ушкăнĕ вара вăрçă хыççăнхи, мирлĕ пурнăçăн хăна юррисене шăрантарчĕç. Фестивале Çĕнĕ Мăратри "Шурăмпуç" халăх фольклор ансамблĕ вĕçлерĕ. Сцена ăстисем ентешĕсене вăрçа ăсатнă чухнехи йăла-йĕркен саманчĕсене калăпларĕç.

   Мероприятие çавăн пекех районти ача-пăча искусство шкулĕн "Островок" тата "Калейдоскоп" ушкăнĕсем те хутшăнчĕç. Ертỹçисем - Татьяна Иванова тата Лариса Григорьева.

    Фестивале хутшăннă пур ушкăна та районти клубсен пĕрлештернĕ тытăмĕн директорĕ М.А.Илларионова Дипломсемпе чысларĕ.

                                                                                                                                                                                                                                    М.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика