25 февраля 2015 г.
Мĕн авалтан культура халăха аталанма пулăшакан хăватлă та витĕмлĕ ăс-хакăл никĕсĕ пулнă. Ку сфера паян ĕмĕрсем хушши çирĕпленнĕ кăмăл-сипет эткерлĕхне, несĕлсен пуян йăли-йĕркине пĕр тĕвве çыхса вăйлă та пур енлĕ маттурсене çитĕнтерме тивлет паракан хутлăх пулса тăрать. Этем пурнăçĕнче культурăн пайти пысăк. Çакăн пирки тата ытти ыйту тавра Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, архив ĕçĕн министрĕпе В.П.Ефимовпа калаçу пуçартăмăр.
- Вадим Петрович, Каçал тăрăхĕнче культура тивлетлĕхĕн палăкĕсен шучĕ миçепе танлашать? Вĕсен хăтлăхĕ мĕнле шайра?
- Каçал çĕрĕ çинче культура эткерĕн пилĕк объекчĕ вырнаçнă. Вĕсенчен виççĕшĕ - Шурут ялĕнчи Раштав чиркĕвĕ, Луцки ялĕнчи "Казанская" Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ чиркỹ тата Каçалти 1921 çулта куштан пăлхавĕ вăхăтĕнче пуç хунă совет хастарĕсемпе коммунистсене халалланă палăк - регион шайĕнчи объектсем шутланаççĕ.
Аслă Çĕрпỹел ялĕ çумĕнчи бронза тата вăтам ĕмĕрсенче дата çырнă нумай сийлĕ сала тата Кĕçĕн Çĕрпỹел çывăхĕнчи вăтам ĕмĕрте вил тăприсем çине лартнă чулсем вара - федераци шайĕнчи археологи палăкĕсен йышĕнче.
Вĕсене паян тивĕçлĕ шайра тытса тăни, упраса хăварма тăрăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ку ĕçе эпир, Комсомольски район çыннисем пулăшнипе, кирлĕ пек пурнăçласа пыратпăр.
- Халĕ кашни утăмрах оптимизаци пирки калаçаççĕ. Мĕне пĕлтерет вăл? Чăнах та ялсенчи клубсене хупассине систерет-и ку пулăм?
- Тỹрех калатăп, никам та клубсене хупма шутламасть. Енчен те ялта шкул, культура çурчĕ, библиотека пулмасан халăх ăс-тăнне епле пуянлатĕ? Ял çыннисен пушă вăхăтра пĕрле пухăнмалли майсем пулмаллах. Чи кирли вăл - культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем вырăнти халăх шухăш-кăмăлне курма, туйма пĕлни. Клубсем çур çулта пĕрре халăх пултарулăхĕпе паллашмалли вырăн кăна мар, унта çỹрекенсем тĕл пулусене хутшăнмалли, пушă вăхăтра культурăллă канмалли "иккĕмĕш кил" пулса тăмалла. Çавăнпа культура çурчĕн тул енчен те, шал енчен те хăтлăхĕпе, илемĕпе илĕртмелле. Культура керменĕ ырă ĕçпе кĕрлесе тăрасси культработникран килет. Ырми-канми тăрăшакана тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлесси çине куçса пымаллах. Пурне те пĕр пек шалу - кам мĕн чухлĕ вăй-хал пĕтернине шута илмесĕр палăртнă мел ку. Çавăнпа та кашни ĕçлекенпе эффективлă килĕшỹсем çирĕплетесссине йăлана кĕртмелле.
- Вадим Петрович, Культура çулталăкне вĕçлесе пĕр тикĕссĕн çеç Раççейри Литература, Чăваш Енри К.В. Иванов çулталăкне кĕтĕмĕр. Иртнĕ çул мĕн тума май килчĕ тата малашлăхри плансем еплерех?
- Культура çулталăкĕ интереслĕ, пысăк шайра иртрĕ. Сахал мар ĕç туса ирттертĕмĕр. Раççей Президенчĕ В.В.Путин 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе палăртни пирĕн республикăри культура политикин чылай çивĕч ыйтăвне татса памалли хавхалантару пулса тăчĕ. Эпир хамăр ума пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллев лартса культура сферине аталантарас ĕçе çĕнĕлле йĕркелеме шутларăмăр. Хамăр ĕçпе кашнийĕшĕ уйрăмшарăн та, пурте пĕрле те пысăк та нумай нациллĕ çĕр-шыва пĕрлештерсе тăракан ăс-тăн хутлăхĕ туса хума тăрăшрăмăр.
2014 çулта республика пĕрлештернĕ бюджетĕнчен культура сферине икĕ миллиард тенкĕ уйăрнă. Ку вăл 2013 çулхинчен 27,2 процент нумайрах. Культура çулталăкĕнче уйăрнă укçа-тенкĕ культурăпа искусство учрежденийĕсене çĕнетме, культура эткерлĕхĕн объекчĕсене упрама тата пĕлтерĕшлĕ проектсене ĕçе кĕртме май пачĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев ял культури республикăн экономикăпа социаллă аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртать. Çакă ялти культура учрежденийĕсене модернизацилемелли тата тĕплĕ юсамалли программăсем ĕçе кĕнинчен те лайăх курăнать. Юлашки пилĕк çулта çак енĕпе курăмлă ĕçсем пурнăçланă, пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетнĕ. 2014 çулта ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсене тĕпрен юсама республика бюджетĕнчен 22,7 миллион тенкĕ уйăрнă, çавна май 27 çурта тĕпрен юсарăмăр. Вĕсен йы-шĕнче Аслă Чурачăкри информаципе культура центрне те. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче культура сферинче паракан хушма пĕлỹ ачасене эстетика воспитанийĕ пама, вĕсен чунĕнче илемлĕх туйăмĕсене çуратма пултарнине палăртрĕ. 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче республикипе ачасен искусство шкулĕсенче эстетика пĕлĕвĕ илекенсем вăтамран 13,7 процетпа танлашаççĕ пулсассăн, Комсомольски районĕнче вара искусство шкулне çỹрекен ачасен йышĕ 14,4 процентпа танлашать. Ачасем ăçта пурăннине, пурнăç условийĕсем мĕнлерех пулнине пăхмасăр вĕсене пуçламăш художество пĕлĕвĕ илме майсем туса памаллах тесе шутлатăп.
2014 çулта Республика Пуçлăхĕн М.В.Игнатьевăн йышăнăвĕпе юлашки 20 çулта пуçласа республика бюджетĕнчен музыка шкулĕсемпе искусство шкулĕсене инструментсем туянма укçа-тенкĕ уйăрнă. Республикăри культура тата искусство сферинчи хушма пĕлỹ паракан учрежденисем çĕнĕ тата пахалăхлă, музыкăн хаклă йышши 100 инструменчĕпе пуянланчĕç. Вăл шутра - Комсомольскинчи искусство шкулĕ те.
Культура çулталăкĕнче асра юлнă нумай фестивальпе конкурса, тĕрлĕ мероприятие пĕр вĕçĕмсĕр асăнма пулать. Культура ăс-хакăлне çĕнетсе пуянлатасси вĕçленмест, вăл ырăлăхăн пуçламăшĕ кăна. Эпир малашне те культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетес, халăх пултарулăхĕ урлă ăс-хакăл пуянлăхне, професси искусствине аталантарас тесе тăрăшăпăр. Раççейре Литература, Чăваш Енре вилĕмсĕр "Нарспи" поэмăн авторĕн К.В.Ивановăн 125 çулхи юбилей çулталăкĕнче палăртнă мероприятисен списокĕ питĕ вăрăм. Унпа Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă сайтĕнче паллашма пулать. Палăртнисене тулли хăватпа ирттересчĕ. Чи кирли вара - халăхăн вулав туртăмне каялла тавăрасси, паллах, чи малтанах, çамрăксене алла кĕнеке тыттарасси, тăван литература хайлавĕсен хаклăхне сыхласа хăварсси.
- 2015 çулта пирĕн çĕршыв Аслă Отечествăлла вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине паллă тăвать. Мĕнле тĕллев пирĕн умра?
- Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине паллă тума хатĕрленнĕ май, Чăваш Ен Культура министерстви Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тата тĕрлĕ çĕрти çар хирĕç-тăрăвне халалланă республикăри асăну вырăнĕсемпе сооруженийĕсене пурне те çĕнĕрен пăхса тухса, паспортизацилесе вĕсен шутне çирĕплетрĕ. Пирĕн республикăра салтаксене йышпа пытарнă пурĕ 266 вырăн тата 1164 палăк. Каçал тăрăхĕнче вара вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куç хупнă салтаксен ячĕпе 53 палăк хăпартнă. Вĕсенчен 7-не Çĕнтерỹ кунĕччен çине тăрса çĕнĕ сăн кĕртмелле, юсамалла. Пирĕн тĕп тĕллев - килекен ăрăва тăнăç пурнăçпа тивĕçтернĕ хăюллă салтаксене кирлĕ шайра тав тăвасси. Шел пулин те, историре йĕр хăварнă пулăм пирки каласа паракансем халĕ сахаллансах пыраççĕ. Апла пулсан та асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен паттăрлăхĕ, хăюлăхĕ кашни çыннăн асĕнчех.
Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисене çỹллĕ шайра тивĕçлĕ ирттересси халĕ пĕрремĕш вырăна тухать.
Культура министерствин пресс-служби.
Источник: "Каçал Ен"