25 февраля 2015 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче отчетлă тата отчетпа суйлав пухăвĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Кăçал пĕтĕм хуçалăхран виççĕшĕнче çеç - "Искра" колхозра, "Дружба" тата "Дубрава" кооперативсенче - отчетпа суйлав пухăвĕсем. Иккĕшĕнче председательсене тепĕр срока хăйсенех хăварнă, Асанкассисем вара хăйсен ертỹçине ыран суйлĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем ер-тỹçĕсен, специалистсен отчечĕсене тимлĕн итлесе сỹтсе яваççĕ, иртнĕ çулталăкăн пĕтĕмлетĕвне пĕрле тăваççĕ, кăçал тумалли ĕçсене палăртаççĕ. Пухусем ĕçлĕ лару-тăрура иртеççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсен экономикине пăхсан, хуçалăхсем тĕпрен илсен 2014 çула тупăшпа вĕçленĕ. "Дубрава" кооператив çеç çулталăк вĕçне 320 пин тенкĕлĕх тăкакпа çитсе тăнă.
Колхозсемпе кооперативсен, фермер хуçалăхĕсен кассине çулталăкра пĕтĕмпе 620 миллион тенкĕ тупăш пырса кĕнĕ, çакă 2013 çулхинчен 100 миллион тенкĕ ытларах. Таса тупăш вара 110 миллион тенкĕпе танлашнă (2013 ç. - 77 млн. тенкĕ).
И.МИННЕТУЛЛИН.
Источник: "Каçал Ен"