АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре - вăй, ăнăçу

25 февраля 2015 г.

   Районта райпо çулран-çул вăй илсе аталанса пынине кашниех туять. Центрта, ялсенче вырнаçнă лавккасем, обществăлла апатлану вырăнĕсем çынсен кăмăлне тивĕçтермелле ĕçлеççĕ. Тавар ассортименчĕ пуянни çеç мар, вĕсене туянма, суйлама çав тери меллĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех самообслуживани мелĕпе ĕçлеççĕ. Пурнăçланă ĕç çинче çеç чарăнса лармаççĕ райпо ĕçченĕсем. Кунран-кун аталанас тĕллевпе малалла утаççĕ. Паянхи куна райпора 400 ытла çын тăрăшать. Кашниех шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Февралĕн 19-мĕшĕнче пайщиксен канашлăвĕнче шăпах 2014 çулта пурнăçланă ĕç-хĕле тата 2015 çула палăртнă плансене сỹтсе яврĕç.

   "Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, пĕлтĕрхи çула аван кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр. Палăртнă плансене пурте пурнăçланă. 2013 çулхинчен лайăхрах ĕçленисем те сахал мар. Сăмахран, "Торговый дом" ООО виçĕмçулхипе танлаштарсан 4600 пин тенкĕлĕх тавар ытларах сутнă. Çавăн пекех Çĕнĕ Сĕнтĕрти, Кивĕ Сĕнтĕрти, Çĕнĕ Мăратри, Эткерти, Хырай Ĕнелти, Кĕтне Пасарĕнчи лавккасем, "Мясная лавка", "АЗС" тупăшлă ĕçленĕ. 13 суту-илỹ точкине автоматизациленĕ. Пĕлтĕр Аслă Çĕрпỹелĕнчи, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи, Хырхĕрринчи, "Северный" магазинсене çĕнетме май килчĕ. Кăçал та çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтермелли магазинсем пур. "Хлебозавод" ООО çăкăр-булка, кондитер продукцийĕсене туса илессине те, вĕсен ассортиментне те çулран-çул ỹстерсе пырать. Пĕлтĕр 55 тонна сĕт сутлăха янă. Аш-какай хатĕрлесси те аван пурнăçланса пырать. Палăртнă ĕçе пĕччен пурнăçлама май çук. Кунта уйрăмах пурте пĕрле килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленине палăртса хăвармалла. Малашне те пурнăçламалли тĕллевсем пысăк. Сăмахран, 2015 çулта ял хуçалăх продукцийĕсене халăхран ытларах туянасшăн", - пĕлтерчĕ райпо председателĕ Евгений Карпеев.

   Финанс ĕçĕ-хĕлĕпе, пĕлтĕрхи тăкаксемпе, тупăшсемпе райпон тĕп бухгалтерĕ Светлана Кокорева, кăçал пурнăçламалли плансемпе Эмма Артемьева экономист паллаштарчĕç. Çавăн пекех тухса калаçакансем те пулчĕç. Райпо пайщикĕ Петр Баринов паянхи кун лавккасене ĕçлеме, туянакансен кăмăлне тивĕçтерме пĕрре те çăмăл килменнине каласа хăварчĕ. Районта тĕрлĕ сеть магазинĕсем йышлансах пыни райпона "ура хурать те" иккен. Апла пулин те вĕсем ыттисенчен маларах утма тăрăшаççĕ, туянакансене те çухатмаççĕ.

   Районти райпо ĕç-хĕлне "Чăвашпотребсоюзăн" правлени председателĕ Людмила Леонидовна Абрамова пĕтĕмлетсе лайăх ĕçлесе пынине палăртса хăварчĕ.

   Апла пулсассăн çитĕнỹсемшĕн савăнса малашне татах та вăйлăрах ĕçлемелле, туянакансен кăмăлне тивĕçтермелле, паха продукци сĕнмелле.

                                                                                                           А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика