21 февраля 2015 г.
"Лаша пуласси тихаран, çын пуласси - ачаран паллă", - чăваш халăхĕн çакăн пек ваттисен сăмахĕ пур. Кăна шăпах Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 2-мĕш "б" класра вĕренекен Тимофей Федоров çинчен каланă пекех туйăнать. Вăл вĕренỹ отличникĕ. Шкула хаваспах çỹрет. Класри, шкулти тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма юратать, пысăк ĕмĕтсемпе пурăнать. Шкулта, районта ирттерекен тĕрлĕ конкурссемпе викторинăсене, олимпиадăсене хутшăнать, малти вырăнсене йышăнать. Шкулта ирттернĕ "Кĕрхи фантази", "Çĕнĕ çулхи ĕмĕтсем", "Мы и дорога" ỹкерчĕксен конкурсĕсенче тата "Любителям словесности" викторинăра 1-мĕш вырăна тухнă.
Çавăн пекех интернет-олимпиадăсене те хутшăнать. Математикăпа ирттерекен интернет-олимпиадăна хутшăнса 3-мĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ. Тимофейăн амăшĕпе ашшĕ, Татьяна Михайловнăпа Игорь Вячеславович, ăна тивĕçлĕ воспитани парса ỹстереççĕ. Вĕсем питĕ туслă пурăнаççĕ. Тимофей, 2-мĕш класра кăна вĕренет пулин те, ашшĕпе амăшне пулăшма та вăхăт тупать. Кеша ятлă попугая юратса пăхать, хуçалăхра усракан кроликсене те хаваспах апатлантарать, навусне те тасатать.
Унăн чи юратнă апачĕ вара - амăшĕ пĕçерекен икерчĕсем. Тепĕр чухне хăй те амăшĕпе пĕрле икерчĕ пĕçерме хутшăнать. Тимофей техникăпа кăсăкланать. Çуллахи вăхăтра ашшĕпе пĕрле мотоблокпа утă пуçтарнă çĕрте ĕçлеме те тăрăшать. Ашшĕ ăна "мана пулăшаканăм" тесе мухтать. Пушă вăхăтра мультфильмсем курма, компьютерпа вăйăсем выляма, кĕнеке вулама юратать. Пĕчĕк шăллĕпе Сашăпа выляма та вăхăт тупать. Тимофей ĕçчен те пысăк тавракурăмлă çын пуласса шанас килет.
М.КОНДРАТЬЕВА.
Источник: "Каçал Ен"