21 февраля 2015 г.
"Кукаçи, санăн аçу кам пулнă?" - ыйтрĕ пĕррехинче мăнукăм Марат мăн аслашшĕн кун-çулĕпе интересленсе. "Чи малтанах вăл чăн-чăн Раççей гражданинĕ пулнă", - ăнлантартăм мăнука.
Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ ĕнтĕ. Марат вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ, строительсен техникумне пĕтерсе аслă вĕренỹ заведенийĕнче пĕлỹ пухрĕ. Çитĕннĕ каччăна çар ретне тăма ят тухрĕ. Вăл мĕн пĕчĕкренех десантник пулма ĕмĕтленетчĕ. Çак тĕллевпех спорт клубне çỹретчĕ, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнатчĕ, пĕрре кăна мар парашютпа сиксе курнă. Пăшалтан пеме те спорт шкулĕнчех вĕреннĕ вăл. Опытлă çамрăка пĕр сăмахсăрах Новосибирскри десантниксен 11659-мĕш çар чаçне службăна илчĕç. Çулталăк хушшинче Марат Владимиров хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех дайвинг ишевĕн экспресс-курсĕнче вĕреннĕ. Çакна "Сирена" дайв-центр панă сертификат çирĕплетет. Маттур яш 10 метр тарăнăшне пĕрре кăна мар чăмса аннă.
Çар чаçĕн командирĕ Владимир ячĕпе пĕрре кăна мар Тав çырăвĕсем янă, ашшĕ-амăшне хастар ывăл çитĕнтернĕшĕн тав тунă. Унта çапла çырса пĕлтернĕ: "Марат Владимиров хăйĕн тивĕçне туллин, яланах "пиллĕклĕх" пурнăçлать, практика ĕçне лайăх пĕлет". Çулталăк хушшинче мăнукăм ăсталăхне ỹстерсе, çарти опыта пухса маттур разведчик, снайпер пулса тăчĕ. Ахальтен мар яш каччăна тăван ене ăсатнă чухне чаç командирĕ, гварди подполковникĕ А.Домбровски Марат малашне те Тăван çĕршыв хỹтĕлевçи пуласса, кулленхи пурнăçне çарпа çыхăнтарасса шаннине пĕлтернĕ. Марат Владимирова "За службу на Кавказе" кăкăр çине çакмалли паллăпа, çар хатĕрленĕвĕнче палăрнăшăн Хисеп хучĕпе наградăланă.
Эпĕ чăннипех те мăнукпа мăнаçланатăп, вăл çар тивĕçне туллин пурнăçланăшăн савăнатăп. Ахальтен мар çапла калаççĕ: "Чи сăвапли вăл - ашшĕ ывăлне, аслашшĕ мăнукне, ăруран ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентни, паттăрлăх кăтартнă ентешсем пирки каласа пани, вĕсене асра тытни, сума суни".
А.АГАФОНОВ.
Источник: "Каçал Ен"