18 февраля 2015 г.
2014 çулхи августăн 19-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн гражданĕсене патшалăх пулăшăвĕпе усă курса электронлă информаци пур ют çĕршыв паспорчĕсене парассине пырса тивекен административлă регламент вăя кĕнĕ. Регламентпа килĕшỹллĕн çĕнĕ йышши ют çĕршыв паспортне илмелли документсене хатĕрлес ĕçе ансатлатнă. Гражданинăн миграци службине çак документсене тăратмалла: пĕр экземпляр заявлени (ĕç вырăнĕнчен çирĕплетмелле мар), паспорт, 18-27 çулхисен çар билечĕ, патшалăх пошлинине тỹленĕ квитанци.
Ют çĕршыв паспорчĕ илме заявлени панă чухне гражданин хăй те, ачисем те пулмалла. Çĕнĕ йышши паспорта 22-27 кунра, киввине 30 кунра хатĕрлесе параççĕ. Çĕнĕ йышши ют çĕршыв паспортне 10 çула параççĕ, унăн страници нумайрах, çакă час-часах ют çĕршыва тухса çỹрекенсемшĕн меллĕ. Электронлă информаци пур паспортпа чикĕ тĕрĕслевĕ урлă та хăвăртрах тухма пулать.
Çĕнĕ йышши паспорт илес текенсем çак адрессемпе заявлени çырма пултараççĕ:
НФЦ, Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 36-мĕш çурт;
ЧР федераци миграци службин Управленийĕ, Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 37-мĕш çурт;
Раççей УФМС республикăри Калинин районĕнчи уйрăмĕ, Шупашкар хули, Николаев урамĕ, 57-мĕш çурт;
Раççей УФМСĕн районсем хушшинчи Канашри уйрăмĕ, Канаш хули, Ленин урамĕ, 12-мĕш çурт.
Паспорт илме заявленисене патшалăх пулăшăвĕсем кỹрекен Пĕрлехи портал (www.gosuslugi.ru) урлă та çырма пулать. Интереслентерекен информаципе fms21.ru сайтра та паллашма май пур.
А.ГАЛКИНА.
Источник: "Каçал Ен"