АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрех усал ĕç патне илсе çитернĕ

18 февраля 2015 г.

     2015 çулхи январĕн 5-мĕшĕнче Йăлмахва çынни район центрĕнче аванах эрех ĕçсе лартнă. Ỹсĕр арçыннăн килне пачах та каяс килмен. Вăл вара федераллă çул хĕрринчи "У Михалыча" кафене çул тытнă. Автосервис умĕнче вăл "Газель" маркăллă бортлă автомашина тăнине курнă. Эрехпе минренĕ пуçа чăрсăр шухăш пырса кĕнĕ - "киле автомашинăпа каяс". Арçын "телейне", машина хуçи алăкне питĕрмесĕрех хăварнă, ключĕ те кабинăрах юлнă. А. "хурçă ута" вырăнтан тапратнă та çул çине тухнă. "Çĕрпỹ - Ульяновск" трасса çинче ỹсĕр çулçỹревçе полици ĕçченĕсем тытса чарнă, шалти ĕçсен пайне илсе килнĕ.

   Автомашинăна хăваласа тарнăшăн А. тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ăна 5 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ. Халь ĕнсине тем пек хыçать, ỹкĕнет пуль те ĕнерхи "паттăр", анчах минренĕ пу-çĕпе вăхăтра çакна ăнланайман çав.

                                                                                                                                                                                                                         И.КАМАЛЬТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика