18 февраля 2015 г.
2007 çултанпа суйлав комиссийĕсем, патшалăх влаçĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, политика партийĕсем, обществăлла пĕрлешỹсем çамрăксемпе Раççейре çамрăк суйлавçăсен кунне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ăна кашни çулах февраль уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче ирттереççĕ.
Çавна май февралĕн 13-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче аслă классенче пĕлỹ пухакансемпе тата ĕçлекен çамрăксемпе "çавра сĕтел" йĕркеленĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, территориллĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Новелла Розова хутшăннă. Пухăннисемпе тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явнă: Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал 70 çул çитнине, суйлава пырса тивекен ыйтусемпе саккунсене, пултаруллă çамрăксене пулăшассине, патриотизмла воспитани парассине.
РАЙОН САЙТĔНЧЕН.
Источник: "Каçал Ен"